Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спортплощадкăсенче – ачасем

Июнĕн 12-мĕшĕнче “Солнечная” уçланкăри мĕн пур спортплощадкăсене шкул ачисем йышăнчĕç.

Кĕрешÿ кавирĕсем çине тутарла-пушкăртла тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тухрĕç.

Тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем 5 виçере тупăшрĕç. Малти тата призлă вырăнсене хăйсен виçисем тăрăх И.Шамсутдинов, А.Адикин, З.Салахутдинов, Б.Пукачев, М.Глухов, Р.Васимов, Ф.Салахутдинов, Р.Зайнуллин, Р.Багманов, Р.Абянов, Е.Павлов йышăнчĕç. Уявăн абсолютлă паттăрĕ Р.Зайнуллин пулса тăчĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шучĕ те ÿссех пырать. Хальхинче вĕсен 4 виçере ăмăртма тиврĕ. Малти тата призлă вырăнсенче – А.Адикин, Н.Глухов, В.Медведев, М.Глухов, А.Лаврентьев, Е.Павлов, С.Мышов, А.Мальцев, А.Филиппов, М.Суханов. Абсолютлă паттăр ятне А.Мальцев тивĕçрĕ.

Йывăр атлетика помосчĕ çинче штанга, пукан йăтакан арçын ачасем вăй виçрĕç. 3 виçере çĕнтерÿçĕсен ретне А.Мышов, Д.Давыдов, Н.Казаков, А.Пагунов, А.Лаврентьев, А.Соколов, С.Мышов, М.Никифоров, Н.Гаврилов кĕчĕç. Пукан йăтса хăйсен виçисенче А.Сеприханов, А.Лаврентьев, В.Медведев, Ф.Туктин, А.Пагунов, А.Соколов, А.Калькин, Е.Калькин, А.Мальцев призлă вырăнсене йышăнчĕç.

Арçын йывăр атлетсем те çак кунах вăй виçрĕç. Пукан йăтса хăйсен виçисенче А.Суслуков, Д.Семенов, А.Пагунов, И.Ишмуратов, Б.Глинкин, А.Даутов, ветерансенчен Ю.Болтаев, Н.Краснов, В.Селиванов палăрчĕç.

Юлашки çулсенче алă вăйĕ виçесси – армрестлинг анлăн сарăлчĕ. Çавăнпа Акатуй-Сабантуйра та вăй виçес текенсем йышлă пулчĕç.

Малтанах хĕрачасем тупăшрĕç. Хăйсен виçисем тăрăх В.Игнатьева, С.Илюдова, Ю.Калмыкова, О.Руссакова, Э.Сулейманова, С.Давыдова, Н.Чернова, Ч.Муллина призлă вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен А.Якупов, В.Макаров, И.Даутов палăрчĕç.

Часах ипподромра та хĕрÿ ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсене пулас олимпиецсем – чи пĕчĕк велосипедистсем уçрĕç. Вун пилĕк шĕвĕркке старт илчĕ. Пĕчĕккĕ пулсан та çĕнтерес ăнтăлу пысăк çав вĕсен. Анчах чи телейлисем çеç малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем – Данир Якупов, Андрей Капралов, Ильяс Янтыков.

Ун хыççăн 1994-1995, 1992-1993, 1996-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем тупăшрĕç велоçул çинче. Ушкăнсенче М. Емельянов, Р.Родионов, С.Софронов, А.Матвеев, А.Еразумов, Е.Григорьев, А.Раськин, В.Афанасьев, Р.Макаров палăрчĕç.

Хĕрачасенчен С.Михайловăпа И.Петровăна çитекенни пулмарĕ.

Арçынсемпе хĕрарăмсем ушкăнĕсенче те иртрĕ велосипед ăмăртăвĕ. Малти тата призлă вырăнсене А.Матвеев, Е.Григорьев, А.Еразумов, О.Терентьева, М.Филиппова, А.Михайлова йышăнчĕç.

Акатуй-Сабантуйри ăмăртусене район олимпиади темех пулать. Çавăнпа та çăмăл атлетсем те тăрăшса хатĕрленнĕ. Вĕсем 100, 800, 1600 метрлă дистанцисене чупассипе ăмăртрĕç.

Малтанах хĕрачасем 100 метра чупса тупăшрĕç. Ант.Андреева, Д.Табакова, А.Андреева малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен ку дистанцире П.Поляков, С.Кириллов, В.Смаев палăрчĕç.

Хĕрачасем 800 метра чупни те кăсăклă пулчĕ. А.Николаева, К.Филиппова, А.Андреева чи лайăх вăхăт кăтартрĕç ку хушăра. Арçын ачасенчен 1600 метра чупса малти вырăна В.Едифанов йышăнчĕ. Ун хыçĕнче – С.Кириллов, А.Абрамов.

Хĕрарăмсенчен 100 метра чупса Давыдова çĕнтерчĕ, ун хыççăнхи вырăнсенче С.Макаровăпа А.Андреева.

800 метрлă дистанцире спорт ветеранĕсем йышлăн тупăшрĕç. Тĕрлĕ çулхисемпе шутласа призлă вырăнсене М.Зайцев, Л.Матюшкин, Н.Ларионов, А.Давыдов, Т.Давыдов, В.Веревкин çĕнсе илчĕç.

Çемье командисен эстафетине кăçал йышлăнрах хутшăнчĕç. Çавăнпа та кĕрешĕвĕ те çивĕч иртрĕ. Хальхинче кунта Сидоровсен çемйи çĕнтерчĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем – Макаровсем – иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче – Давыдовсем.

Çак кунах “Спорт çемйи” физкультурăпа спорт фестивалĕ те иртрĕ. Кунта Медведевсен çемйине çитекенни пулмарĕ.

Кăçал волейболистсен турнирĕ активлăрах иртрĕ, мĕншĕн тесен командăсен шучĕ пысăкрах пулчĕ. Арçынсенчен Шупашкарсен команди вăйлăрах вылярĕ те Патăрьелсене парăнтарчĕ. Хĕрарăмсен командисен хушшинче “Исток” çĕр ĕç фирмин спортсменкисем лайăхрах вылярĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться