Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт – уяв илемĕ

Акатуй-Сабантуйăн иккĕмĕш кунĕнчи – июнĕн 13-мĕшĕнчи мероприятисем пирки те калама юрать çак сăмахсене.

Çак кунхи спорт пурнăçĕ парадран пуçланчĕ. Ачасем те, çамрăксем те, ветерансем те илемлĕн утса иртрĕç ипподром çулĕпе.

Акатуй-Сабантуйăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Р.Селиванов рапорт йышăннă хыççăн, ăмăрту ялавĕ çĕкленчĕ.

Иккĕмĕш кунхи ăмăртусене “Пысăк эстафета” уçрĕ. Вун икĕ вĕренекенрен тăракан 7 вăтам шкул команди тупăшрĕ кунта. Çивĕч кĕрешÿре Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче – Туçари вĕрентÿ центрĕн команди.

Йывăр атлетсен, кĕрешекенсен помосчĕ те пушă тăмарĕ. Арçынсем хушшинче пукан йăтса П.Рубцов, А.Пагунов, Ю.Пайдютов, Б.Глинкин, А.Тихонов, Б.Головцев палăрчĕç. Хĕрарăмсем те вăй иле пуçларĕç спортăн ку енĕнче. Сахалăн пулсан та тупăшу çивĕч пулчĕ. Г.Шарапова пĕрремĕш, Г.Валеева иккĕмĕш, С.Давыдова виççĕмĕш, Т.Лукьянова тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕç.

Арçынсем алă вăйĕ виçессипе çивĕч тупăшрĕç. Тĕрлĕ виçесенче Н.Кириллов, В.Портнов, А.Сеприханов, А.Соколов, О.Терентьев, М.Вахитов, Н.Чернов, Н.Садыков, А.Осипов, Н.Кириллов, А.Якупов, И.Алеев, Ю.Долгов, Н.Игнатьев, А.Атласкин, И.Басыров, М.Мезитов, Н.Абитов, Ф.Шигабутдинов, И.Чинкин, хĕрарăмсен ушкăнĕнче А.Алеева, О.Руссакова, С.Илюдова, Ахсянова, Михайлова, Е.Еремеева, Шарапова, Хасянова, А.Синеева, Ю.Калмыкова палăрчĕç. Сăмах май каласан, армрестлинг енĕпе 150-а яхăн атлет ăмăртрĕ.

Тутарла-пушкăртла кĕрешме 50 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Хăйсен виçисенче Р.Купкенов, А.Камалетдинов, Р.Валеев, Х.Насыбуллов, М.Насыбуллов, И.Махмутов, Р.Зейнуллин, Э.Чинкин, М.Хасянов призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Абсолютлă паттăр – Р.Купкенов.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвĕнче малти тата призлă вырăнсене А.Егоров, А.Лаврентьев, А.Никифоров, М.Шакуров, Д.Галошев, С.Власов, В.Фомин, А.Филиппов, И.Толстов, Д.Сетнеров, Д.Хамбиков йышăнчĕç. В.Фомин абсолютлă паттăр пулса тăчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетсе çакна каламалла. Патăрьелсен Акатуй-Сабантуйĕнче спортри вăй-халне Хусан, Ульяновск, Буинск, Шупашкар, Мускав хулисенчи, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Тутарстанри Çĕпрел тата Пăва районĕсенчи атлетсем тĕрĕслесе пăхрĕç. Хамăр районта вара Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Турхан, Сăкăт, Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Первомайски, Туçа шкулĕсенчи спортсменсем хастартарах пулчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться