Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика кунне – Люлясене парне

Люля поселокĕ – районта вăрман тăрăхĕнчи аякри ялсенчен пĕри. Ку таранччен çак ял “тĕттĕммисен” шутне кĕнĕ. Халĕ вара Люлясем пурнăç условийĕ улшăнса пынăран хаш сывласа ячĕç-тĕр. Ĕмĕрĕпех кунта ытти ялсене, район центрне, ачасене Ишлĕ шкулне çитме ăнăçлă çул пулман. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кунта “Первомайск-Ишлĕ-Ульяновка-Люля” маршрутпа пахалăхлă çул тăваççĕ. Хальхи вăхăтра унта юлашки çухрăмсенче асфальт хурас ĕçсем пыраççĕ. “Чăвашавтодор” тăвакан строительство объекчĕ – 12, 78 çухрăм. Паян унсăр пуçне ялти клубра пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ, çĕнĕ магазин тăваççĕ. Çаксем пурте ял çыннишĕн Республика кунĕ умĕнхи пысăк парне.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться