Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профилактика мероприятийĕсене шута илмелле

Районта çулсеренех автомототранспорт хатĕрĕсем йышланса пыраççĕ. Пĕр енчен илсен çакă, паллах, пирĕн тăрăхри халăх ытлă-çитлĕ пурăннине пĕлтерет. Анчах тепĕр енчен техника туяннă çын мĕн пур йĕркене, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарать.

Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 8473 единица автомототранспорт хатĕрĕ шутланать. Вăл шутра 6893-шĕ уйрăм çыннăн. Иртнĕ çул республикăра мототранспортсемпе çул çинче 91 авари пулнă, вĕсенче вунă çын вилнĕ, 112-шĕ аманнă. Чылай чухне çакнашкал сасартăк, кĕтмен инкексем автомототранспортсене патшалăх техника тĕрĕслевĕнчен кăларманран, вĕсем юсавсăр пулнăран сиксе тухаççĕ. Çакă вара йăлтах водительсен явапсăрлăхĕнчен килет.

Нумаях пулмасть, майăн 19-30-мĕшĕсенче, республикăра “Автомототранспорт хатĕрĕ” профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Районти ОГИБДД сотрудникĕсем милицин ытти службипе пĕрле çак тапхăрта çула тухнă 160 транспорта пур енлĕн тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен тĕрлĕ сăлтавпа йĕркене пăхăнманнисене тупса палăртнă. Вăл шутра тăватă автомобиле регистрацилеменни, 21-шĕ çул çине тухма юрăхсăр пулни, 12-шне вара пăрахăçлама та вăхăт çитни палăрнă. Профилактика мероприятийĕн тапхăрĕнче пирĕн сотрудниксем 17 техника хатĕрне утилизациленĕ. Вăл шутра 8-шĕ мотоцикл, 5-шĕ çăмăл автомашина.

Хисеплĕ водительсем, çула тухакансем! Автотранспорт сире, сирĕн çемйĕре савăнăç, ăнăçу çеç кÿтĕр тесен, чăн малтан, техникăна юсавлă тытмалла, автоинспекци ыйтакан мĕн пур йĕркене пăхăнмалла. Çавăн чухне çеç инçе çула кĕскетсе лайăх кăмăлпа çитес çĕре çитĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться