Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕр-кĕрлерĕ сас уçланкăра! Халăх савăнчĕ Акатуйра

Хĕвеллĕ те ăшă çанталăкра “Хĕвеллĕ” уçланкă пушшех те капăр туйăнчĕ. Тĕп сцена аякранах илемлĕн курăнать, хăй патне йыхăрать. Район халăхĕ, ватти-вĕтти, Акатуй-Сабантуй илемĕпе савăнма килнĕ аякри-çывăхри тăвансем тĕп сцена умне пуçтарăнчĕç. Чăваш, вырăс, тутар тумĕсемпе ял тăрăхĕсенчи хĕрсемпе каччăсен пĕрлештернĕ хорĕ уçланкă варринчен кĕвĕ çеммипе ерипен утса сцена çине вырнаçрĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов 57-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуя пуçланă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Глухов кунта пуçтарăннă мĕн пур халăха ака-суха хыççăнхи кĕрлекен савăнăçлă уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне Патăрьелсем мĕнле кăмăл-туйăмпа, çитĕнÿпе, хавхаланупа ирттерсе пынипе паллаштарчĕ.

Патăрьелсен, паттăр ен ĕçченĕсен Акатуй-Сабантуйра пĕрле пайламалли савăнăçĕ, çитĕнĕвĕ пайтах. Кашни отрасльтенех вуншар-вуншар ырă тĕслĕхлĕ, малта пыракан ĕçченсен ячĕсене асăнчĕç, чылайăшне парнепе чысларĕç.

Акатуй-Сабантуй хаклă та чыслă хăнасемсĕр иртмест. Уява уçнă хыççăнах Патăрьелĕн ĕçчен ывăл-хĕрне Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикинчи хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров салам сăмахĕ каларĕ.

– Патăрьелсем республикăра маттур ĕçлеме, хаваслă канма, савăнма, уявсене илемлĕ ирттерме пултаракан хастарсем. Пур енĕпе те лайăхпа çеç палăрса тăраççĕ вĕсем. Малашне те çапла пултăрах. Ытти районсемшĕн эсир яланах кăтартуллă юлăр, – терĕ вăл Юхма ен паттăрĕсене Акатуйпа саламланă май. Çавăн пекех пирĕн уява Чăваш Республикин Президент советникĕ – ЧР патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов, ЧР гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ В.Петьков, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И.Письменская, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Устяк, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющи çумĕ Л.Ефимова, “БелпроСервис” тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директор çумĕ Г.Фомин, республикăри хăш-пĕр районсен пуçлăхĕсем, аякри çула çывăхлатса çитнĕ ытти ентешсем хутшăнчĕç, уяв саламĕпе савăнтарчĕç, тивĕçлисене Хисеп грамотипе, дипломпа, парнепе чысларĕç.

Ăмăртура малта пыракан ĕçченсене чысланă хыççăн Акатуй-Сабантуйăн тĕп сценине артистсем улăштарчĕç. Чăн малтанах уява килнисене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А.Шакин ертсе пынипе (аккомпаниаторĕ – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.Никитин) пĕрлештернĕ хор, юрăпа ташă ансамблĕ, “Ылтăн туй” вокалпа хореографи сюити савăнтарчĕç. Ун хыççăн ял тăрăхĕсенчен килнĕ художество пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен культура ăсталăхне кăтартрĕç. Куракансем чăваш эстрада çăлтăрĕсен юрри-ташшине те пăхса савăнчĕç. Çак хушăрах пĕчĕк сцена çинчен тутар халăх юрри-ташши уçланкăра ян! та ян! кĕрлесе аякка саланчĕ.

Уçланкăн пĕр лаптăкĕнче хальхи вăхăтра малашлăхлă, перекетлĕхпе ĕçлекен техникăсен куравне йĕркеленĕ. Кунта “Батыревское” хупă акционерла общество, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсем, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Исток” çĕр ĕç фирми хăйсем паянхи кун ял хуçалăх ĕçĕнче усă куракан хăватлă техникисене илсе тухнă. Ытларах ют çĕр-шывра кăларнă техника хушшшинче акакан-лартаканни те, сухалаканни те, пуçтараканни те пур. Алманчăсем усă куракан ПК “Кузбасс” – 8, 5 комбайн, сăмахран çичĕ тĕрлĕ операци тума пултарать. Кун пек хăватлă техника республикăра та пĕр пирĕн районта çеç.

Куравра патшалăх кăларнă “хурçă утсемпе” юнашарах вырнаçтарнă хăйсем ăсталанă мини-техника та чылайăшне кăсăклантарчĕ. Сителти алă ăсти, 80 çулхи Е.Камышов, хăй тĕллĕн ăсталанă “Трицикл” пĕчĕк трактор хушма хуçалăхра çемьене питĕ пысăк пулăшу парать. Вăхăтĕнче пăравус çинче кочегарта, каярахпа водительте ĕçленĕ аксакал ĕçĕ куракансене чăнласах та тĕлĕнтерчĕ. Сăкăтри О.Метин, Çĕнĕ Ахпÿртри В.Комаров, Кивĕ Ахпÿртри В.Курицын, И.Васильев хăйсен инженерла пултарулăхĕпе ăсталаса пуçтарнă мини-техникăсем те паян çĕр ĕçĕнче усă курма меллĕ хатĕрсем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться