Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачалăх, ачалăх, кайран асăнмалăх. Юлать вăл уяв кунĕнчи

Шăнкăртам вăрманĕнчи “Хĕвеллĕ” уçланкăри ачасен “Акатуй-Сабантуйăн” улттăмĕш хут ирттерекен уявĕ Раççей кунĕпе пĕр килчĕ. Ăнах Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне те халалларĕç. Уява район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, саламларĕ. Ялав хăпартма республика Президенчĕн стипендиачĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Г.Тямина, В.Лекарев, иккĕмĕшĕнчи Ю.Калмыкова, Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Н.Медведева тивĕç пулчĕç (ÿкерчĕкре).

Н.Глухов 2007-2008 вĕренÿ çулне пĕтĕмлетÿ турĕ.

Педагогика коллективĕсем вĕрентÿ процесĕн пахалăхне лайăхлатса пырса, наци проектне пурнăçа кĕртсе уява çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Ĕç рынокĕнче кирлĕ профессие алла илме пулăшас çул çине тăма хăнăхтараççĕ вĕсем ачасене. 34 шкулта 5637 çитĕнекен ăру вĕренчĕ. 546-шĕ вăтам шкултан тухрĕç. Вĕсенчен 49-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи 509 ача та экзаменсене ăнăçлă тытрĕç.

Ялсене информатизаци çитни, тĕслĕх библиотекăсем уçни, шкул автобусĕсемпе тивĕçтерни, шкул-миллионерсем пулни, 100 пин тенке учительсем çĕнсе илни, олимпиадăсемпе конкурссен призерĕсем ÿсни савăнтарать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул патшалăх пулăшăвне пĕр миллион тенкĕ, Первомайскинчи “Шуçăм” ача сачĕ республикăри Президент грантне тивĕçрĕç.

Районти шкулсен рейтингĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам тата Туçари вĕрентÿ центрĕ малта пыраççĕ. Вĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем республикăри, районти олимпиадăсемпе конкурссенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ, информациллĕ-коммуникациллĕ технологисене усă кураççĕ, Раççей шайĕнчи мероприятисене хутшăнаççĕ. Патăрьелсен педагогĕсем конкурссенче çĕнтерсе грантсене тивĕçеççĕ. Кăçал вĕсем тăваттăн пулчĕç: Э.Карягина, А.Михайлова, С.Ишмуратова, М.Шакиров.

Районти “Наука. Творчество. Аталану” конференцие 353 вĕренекен хутшăнчĕ. Улттăшĕ республикăри предмет олимпиадисенче çĕнтерчĕ. Пиллĕкĕшĕ район пуçлăхĕн стипендиачĕсем. Шăнкăртамри вăтам шкулти А.Крымова обществознанипе Хусан патшалăх университетĕнче ирттернĕ регионти уçă олимпиадăна хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Алманчăри вăтам шкулти С.Чихин çемье историйĕпе пĕтĕм тĕнчери гуманитари конференцийĕнче лауреат пулчĕ.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ю.Кулакова “Ачалăх адресĕ – Раççей” фестивале хутшăнса мала тухрĕ. Ăна Мускаври финала чĕнеççĕ.

Туçари вĕрентÿ центрĕнчи çамрăк космонавтсен отрячĕн командирĕ А.Тюрюхин республикăра лайăххисен шутĕнче пулса “Байконур” космодромне экскурсие кайма тивĕçрĕ. Аслă Чементи Е.Кошелева вăйă конкурсĕнче регионта иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Тукмаков “Химпром” пĕрлешÿ ирттернĕ республикăри олимпиадăра çĕнтерчĕ.

Районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ăнăçлă ĕçлет. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ачасене хушма пĕлÿ паракан центрта “Çурхи ырăлăх эрни”, “Ырă тума васкăр!” акцисем иртрĕç.

Паянхи кун 15 çемье 22 ачана усрава илнĕ.

Вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕнче вăтам шкулсенчен Ыхра Çырминчи, пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканнисенчен Анат Туçари, пуçламăш шкулсенчен – Красномайскинчи, ача сачĕсенчен – Первомайскинчи, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ лайăххи шутланаççĕ.

Республикăри юстици министрĕ В.Петровпа Н.Глухов тăрăшуллă коллективсене, педагогсене, вĕренекенсене вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене, дипломсене, парнисене пачĕç.

Уява ачасен пĕрлештернĕ хорĕ, шкулсенчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем малалла тăсрĕç. Чылайччен уçланкă тăрăх саланчĕ ачасен çепĕç юрри. Кунĕ те ытармалла мар илемлĕ, хĕвеллĕ, ăшă пулчĕ. Çав вăхăтрах ирĕклĕ майпа, тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем, кире пуканĕ йăтакансем, штангистсем, алă вăйĕ виçекенсем ăмăртрĕç.

Ипподромра çамрăк велосипедистсем, çăмăл атлетсем старта тăчĕç. Тĕрлĕ вăйă ачасене илĕртрĕ. Кунĕпех суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ. Карусель çинче ярăнчĕç. Тĕрлĕ çулхи пиншер çын уявра киленчĕ, савăнчĕ, сывлăхне çирĕплетрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться