Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçре маттур, спортра сатур

Иртнĕ эрнере Вăрнарти стадионта республикăри суд приставĕсен уйрăмĕсем хушшинче çуллахи IV Спартакиада пулнă. Саккунлăх органĕнче ĕçлекенсен тупăшăвĕ питĕ çивĕч иртнĕ. Сакăр тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ спортсменсем. Патăрьелсен чысне суд приставĕн 12 ĕçченĕ хÿтĕленĕ. Н.Кудрявцева, В.Хвостова, А.Петров, Л.Краснова спартакиадăра уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара команда иккĕмĕш вырăн йышăннă. Патăрьелсем ĕçре те кăтартуллă, спортра та пултаруллă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться