Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлия Кулакова – Раççейри фестиваль призерĕ

Юлашки вăхăтра районти шкулсенчен пултаруллă ачасем тĕрлĕ шайри фестивальсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Юлия Кулакова “Адрес детства – Россия” ятпа иртнĕ Раççейри ачасен художество пултарулăхĕн VIII фестивальне хутшăнса “Слово.

Литературное творчество. Пишем сказки” номинаципе приз çĕнсе илнĕ. Юльăн творчество ĕçĕн ертÿçи – С.Н.Шихранова. Çывăх вăхăтра, октябрĕн 4-9-мĕшĕсенче, ялти шкулта вĕренекен пултаруллă хĕр ача ытти маттурсемпе пĕрле Мускавра пулакан фестиваль финалне хутшăнĕ. Çакăншăн пĕрле вĕренекенсен те, вĕрентекенсен те савăнмалăх пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться