Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх-чĕрлĕхе чирсенчен сыхлар

Наци проектĕнче агропромышленность комплексне аталантарас ыйтăва тĕп вырăна хурса палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн юхăннă хуçалăхсене ура çине тăратмалла, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстермелле, халăха сĕтпе, аш-какайпа тивĕçтерессипе тăрăшарах ĕçлемелле.

Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсенче шăпах çапла тăваççĕ те. Иртнĕ çул вĕсем фермăсене юсаса çĕнетсе çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнă. Уйрăм çынсем те çăмăллăхлă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх витисем тăваççĕ, ăратлă ĕне, сысна туянаççĕ. Çавна май сĕт сăвассине, аш-какай туса илессине ÿстерсех пыраççĕ.

Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт, Первомайски ял тăрăхĕсенче ĕне-вы-льăх, сысна усракансем уйрăмах йышлă.

Фермăсенче тата хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ вăхăтра ветеринарипе санитари правилисене те çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Çакă фермăсене проектланă, строительство ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм выльăхсем валли тата чăх-чĕп усрама тăвакан витесен никĕсĕсем, урайĕсем, стенисем, маччисем, чÿречисем, канализаципе вентиляци системи тата тислĕк шĕвекĕпе каяш усрамалли вырăн зоогигиена нормисене тивĕçтермелле.

Тĕслĕхрен, витере вентиляци системи пулмасан ĕнесем сĕт антарасси 18-20, сыснасен ÿт хушаслăхĕ 20-30, чăхсем çăмарта тăвасси 10-15 процент чакать. Çав вăхăтра нормăран 15 процент нумайрах апат тăкакланать, пăрусем, сысна çурисем, чăх-чĕп чирлесе вилесси ÿсет, ĕнесемпе сысна амисем вăхăтра йăхса юласси пĕчĕкленет, пăрусемпе сысна çурисем вилесси ÿсет.

Çавăнпа та ферма ĕçченĕсемпе выльăх усракан уйрăм çынсен ветеринарипе санитари правилисене кашни кунах çирĕп пурнăçласа пымалла, патшалăх ветеринари учрежденийĕн врачĕсен тĕрĕслесе тăмалла.

Ветеринарипе санитари мероприятийĕсене выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сывлăхне сыхласа хăварас, вĕсенчен пахалăхлă продукци илсе халăха тивĕçтерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Ветеринари мероприятийĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

– дезинфекци – сикекен чирсен микробĕсене, вируссене тата ыттисене организмран тухнă хыççăн витере, картишĕнче пĕтересси;

– дезинсекци – сиен кÿрекен тата чир-чĕр саракан вăрăм тунасене, пăвансене пĕтересси;

– дератизаци – йĕке хÿресене, шăшисене пĕтересси;

– дезакаризаци – витесенче, тырă склачĕсенче, кĕтÿ çÿрекен вырăнсенче сăвăссене пĕтересси;

– дезинвази – гельминт çăмартисене тата личинкисене пĕтересси;

– дезодораци – наркăмăшлă шăрша хими препарачĕсемпе пĕтересси.

Сикекен чирсене пĕтермелли профилактикăлла дезинфекцине çулталăкра икĕ хут тумалла, пĕрремĕшне – çуркунне, выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларсан, иккĕмĕшне – кĕркунне, кĕтĕве кайма пăрахас умĕн.

Ĕнесем пăрулас, сыснасем çăвăрлас умĕн те, хыççăн та витесенче профилактикăлла дезинфекци тумалла. Ун хыççăн стенисене шалтан та, тултан та шуратмалла.

Хуçалăхра ерекен чир тухсан çак ĕçе темиçе хутчен пурнăçламалла. Кашни чире пĕтерме уйрăм хими препарачĕ кирлĕ. Дезинфекци пахалăхне ветеринари лабораторинче тĕрĕслеççĕ.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕ, “Труд”, “Красное знамя”, “Исток”, “Звезда”, “Югель” хуçалăхсенче кашни çулах пур витесене те, картишсене те дезинфекцилеççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхра çак ĕçе сÿрĕккĕн пăхаççĕ. Вĕсенче пăрусем, сысна çурисем те чирлесе вилеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх витисенче, тырă е урăх апат-çимĕç склачĕсенче йĕке хÿресем курăнсанах вĕсене пур майпа та пĕтерме тăрăшмалла. Вăхăтра вĕлерсе тăмасан пĕр мăшăр йĕке хÿре çулталăкра 750-800 пуçа çитме пултарать, пысăк сиен кÿрет.

Дератизаци тумалли препаратсене ветеринари аптекисенче сутаççĕ.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче дезинфекци ĕçĕсене пурнăçлакан отряд пур. Пĕлтĕр республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа ГАЗ-53 автомашина туянтăмăр. Райветстанци хăйĕн вăйĕпе дезинфекци препарачĕсем çителĕклĕ хатĕрлесе хунă. Выльăх-чĕрлĕх çуллахи лагерьте чухне, кĕтĕве кайнă самантпа усă курса кашни коллективлă хуçалăхрах витесене дезинфекци тума тăрăшмалла. Çавăн чухне çеç выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чир-чĕр ермĕ, вĕсем сывă та тĕреклĕ пулĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться