Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсем – çĕнтерÿçĕсем

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çурхи ĕçсене пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçланă ял хуçалăх предприятийĕсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарма йышăннă.

Пĕрремĕш вырăна “Малалла” ял хуçалăх артелĕ (ертÿçĕ – М.Петров, тĕп агроном – Н.Лукин, тĕп инженер – Н.Пазухин) тивĕçнĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ диплом тата укçан преми панă.

Иккĕмĕш вырăнта – тулли мар яваплă пĕрлешÿ “Исток” агрофирма” (ертÿçĕ – А.Илюткин, тĕп агроном – Ф.Медведев, тĕп инженер – А.Илюткин). Иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа тата укçан премипе наградăланă.

Виççĕмĕш вырăн “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕ (ертÿçĕ – П.Никифоров, тĕп агроном – В.Красников, тĕп инженер – Н.Надин) тата “Труд” ял хуçалăх кооперативĕ (ертÿçĕ – Н.Михайлов, тĕп агроном – Н.Матвеев, тĕп инженер – Г.Митрофанов) йышăннă. Виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа тата укçан преми парса хавхалантарнă.

“Первомайск”, “Тойсинская”, “Югель”, Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Батыревский”, “Родина”, “Гвардеец” хуçалăхсем, “Батыревский” улма-çырла питомникĕ лайăх ĕçленине палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться