Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявра савăнчĕç

Çĕр çынни çурхи ĕçсем вĕçленсен авалтанпах кăштах сывлăш çавăрса ярас тесе уяв ирттернĕ. Çак йăла паянхи кун та кивелмен, пачах çĕнелсе, вăйланса пырать. Акă, районта Акатуй-Сабантуй кăçалхипе 57-мĕш хут иртрĕ. Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче Хĕвеллĕ уçланкăра вĕренÿ, ĕç паттăрĕсене чысларĕç, юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, спорта кăмăллакансем тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç. Уяв мĕнлерех иртни пирки çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться