Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Творчество ĕçĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш регионти уйрăмĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Аслă Çĕнтерĕве халалланă творчество ĕçĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Вăл виçĕ номинаципе иртнĕ: “Чи лайăх сочинени”, “Чи лайăх ÿкерчĕк”, “Салтак тутăрĕ”.

Район шайĕнче йĕркеленĕ конкурса пине яхăн вĕренекен хутшăнма хапăл тунă. Сочинени çырассипе Кивĕ Ахпÿртри виççĕмĕш класри К.Арлановпа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен А.Табаков палăрнă. Ÿнерçĕ ăсталăхĕпе Тутар Сăкăтĕнчи 7-мĕш класри Р.Гайнуллов тата Турханти вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен В.Сымов пултарулăхне пысăка хурса хакланă. “Салтак тутăрĕ” номинаципе вара Кзыл Чишмари 5-мĕш класри Л.Губайдуллинăпа Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи М.Козлова ĕçĕсене чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Район шайĕнче палăрнă çак конкурсантсем пурте республикăри тупăшăва хутшăннă. Чи лайăх икçĕр ĕç хушшинче Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи Марина Козлова ĕçĕ “Салтак тутăрĕ” номинаципе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăна партин Чăваш регион уйрăмĕн дипломĕпе тата хаклă парне парса саламланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться