Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăри чи лайăх врач-хирург Патăрьелĕнчен

Республикăри тухтăрсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Рустам Энверович Ахметов “Чи лайăх врач-хирург 2008” номинаципе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Врач-хирургăн ĕç опычĕ пĕчĕк мар. 1977 çултанпа вăл район больницинче хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать, ăсталăхне пур енлĕн ÿстерсе пырать. Юлашки вунă çулĕнче вара – хирурги уйрăмĕн заведующийĕ. “Хирургия” специальноçĕпе пысăк квалификациллĕ категори пурри унăн професси ăсталăхĕ ÿснин результачĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться