Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх сывлăхне – тимлĕх

Районти санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Пахалăхлă шывшăн

Комисси халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли республика программи районта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен ыйту пăхса тухнă. Кун пирки Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ В.Бородова, Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕ З.Салахутдинов, “ВАМИН – Татарстан” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çу завочĕн тĕп инженерĕ Л.Кольцов, Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальник çумĕ А. Прохоров тухса каланă.

Комисси çакна палăртнă. Патăрьел районĕнче ял халăхне пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тĕлĕш-пе хăш-пĕр ĕç пырать. 2007 çулта çакăн валли федераци бюджетĕнчен 10100 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 52500 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 900 пин тенкĕ уйăрнă, 10, 77 километр шыв пăрăхĕ хывнă. Районти 4 ялта шыв пăрăхĕ пур: Кзыл Чишмара, Татмăшра, “Батыревский” акционер пĕрлешĕвĕнче, Патăрьелĕнче. Патăрьелĕнче çу завочĕ, апат-çимĕç комбиначĕ, район больници, çăкăр завочĕ шыв пăрăхĕпе усă кураççĕ.

Шел пулин те, ялсенчи пĕр шыв пăрăхĕ те, Татмăшрисĕр пуçне, техника правилисене тивĕçтермест. Ял тăрăх пуçлăхĕсем вĕсене пăхса тăма çын уйăрман. Çулсерен икĕ хутчен профилактика тумаллине пăхăнмаççĕ, юсав ĕçĕсене ирттермеççĕ. Артскважинăсене инвентаризаци туса пымаççĕ. Санитариллĕ сыхлав зонисен проекчĕсем çук. Хăш-пĕр çĕрте шыв паракан сооруженисем тавра карта та тытман.

Комисси Çĕнĕ Ахпÿрт, Кзыл Чишма, Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕсене, “Батыревский” акционер пĕрлешĕвне палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ. Шыв пăрăхĕпе усă куракансен (çăкăр завочĕ, çу завочĕ, коммуналлă хуçалăх, район больници) шыв пахалăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăмалла.

Пасарсенче йĕрке пултăр

Комисси Патăрьел районĕнчи пасарсенче суту-илÿ тăвассин шайне те сÿтсе явнă. Ку ыйтупа Патăрьел райпо совечĕн председателĕ П.Перепелкин, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ В.Кузнецов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Ю.Федоров, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов, Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальникĕн çумĕ А.Прохоров тухса каланă.

Пасарсен администрацийĕсем пасарсене техника тата санитари енчен йĕркене кĕртессипе хăш-пĕр ĕç тунă. Анчах та санитари енчен пĕчĕк шайра пулнă пирки “Юхма” пасар ĕçне пĕр вăхăта чарнă, мĕншĕн тесен унта апат-çимĕç сутма меслет пулман. Сивĕтекен оборудовани, шывпа тивĕçтересси тата канализаци çук, çÿп-çапа пуçтарса турттарассине татса паман. “Юхма” пасар администрацийĕпе ял тăрăх пуçлăхĕсем предпринимательсене апат-çимĕç сутассипе хирĕçлеймеççĕ. Çакăн пек фактсем “Юхма” пасарта тата Сăкăт ял тăрăхĕнче пулнă.

2007 çулта федераллă саккунсене пăснăшăн должноçри 27 çынна административлă явап тыттарнă, 46 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Комисси халăха паха апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтересси çивĕч тăнине палăртнă. Çавăн пекех пасарсемпе ярмăрккасенче тавар сутакан организацисен ертÿçисене, уйрăм çынсене тивĕçлĕ органсен кăтартăвĕсене çирĕп пурнăçлама сĕннĕ.

Пасарсене Раççей, Чăваш Республикин саккунĕсем ыйтнă пек йĕркелесе çитермелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться