Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ака паттăрĕсем

Çур акинче хастар ĕçленĕ çĕнтерÿçĕ-механизаторсене диплом тата укçан преми пама йышăннă:

“Исток” агрофирма” тулли мар яваплă обществăн механизаторне Николай Васильевич Тихонова. Вăл МТЗ-1221 тракторпа 3 сеялкăллă агрегатпа 1195 гектарта пĕрчĕллĕ культура акнă.

“Тойсинская” агрофирма” обществăн трактористне Николай Васильевич Бельдекова, ДТ-75 тракторпа 2 сеялкăллă агрегатпа пĕрчĕллĕ культура 605 гектар никĕсе хывнă.

“Дуслык” кооперативăн трактористне Алляметдин Ямалетдинович Мустафина. Вăл ДТ-75 тракторпа 868 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăн трактористне Александр Николаевич Чихина, акара çĕнĕ технологипе усă курса К-701, ПК “Кузбасс” тракторпа 666 гектар акнăшăн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться