Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырăнтару керменĕ – Патăрьел илемĕ

Июнĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Патăрьелĕнче чыслă лару-тăрура юлашки строительство ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн çырăнтару керменне уçнă. Унта район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин юстици министрĕ В.Петров, ЗАГС пайĕн начальникĕ О.Гусарова, “СМУ-50” тулли мар яваплă общество директорĕ Р.Шарафутдинов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Сельцов, Тутар Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ З.Сабитов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов, организаци-предприяти ертÿçисем, Патăрьел ял халăхĕ хутшăннă.

“СМУ-50” тулли мар яваплă общество директорĕ Р.Шарафутдинов район халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта уçнă ятпа саламланă, ЗАГС пайĕн заведующине О.Гусаровăна символикăлла çăра уççине парнеленĕ, кермене тума хутшăннă хастар строительсене дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

– Патăрьелĕнче çакнашкал капăр та хăтлă кермен уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çак çуртра çулсеренех çамрăк мăшăрсене, ача çуратнă çемьесене ытларах та ытларах чыслаччăр, – тенĕ юстици министрĕ В.Петров район пуçлăхĕпе тата ЗАГС заведующийĕпе хĕрлĕ хăйăва каснă май.

Çак кунах çырăнтару керменĕ çамрăк мăшăрсене йышăннă. Сăкăтри Андрей Медведевпа Лена Емельяновăна, Тутар Сăкăтĕнчи Ильнур Абитовпа Лилия Сабитовăна пĕр мăшăр пулса Раççейре тепĕр çемье чăмăртанни çинчен свидетельствăсем панă.

Çырăнтару керменĕнче уява пухăннисем тепĕр пысăк савăнăçа пĕрле пайланă. Шăнкăртамри Бургановсен çемйинчи Инсафий тата Исламия йĕкĕреш хĕрĕсене регистрациленĕ, Анисимовсен, Осиповсен, Медведевсен çемйисене амăш капиталĕн сертификатне панă.

Уяв сĕмне “Василек” ача сачĕн коллективĕпе Каншелĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕ тата та пуянлатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июня 2008
00:00
Поделиться