Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăй илет ветерансен футбол команди

Юлашки çулсенче ветерансен пĕрлештернĕ футбол команди вăхăтлăха ăмăртусенче курăнсах кайманччĕ. Кăçал вара вĕсем футбол уйĕсенче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел районĕсен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ çулланнă футболистсен ушкăнĕ республикăра йĕркеленĕ тăватă турта та хастарлăх кăтартнă. Тăвай районĕнчи ăмăртура вара хăнасене 4:1 шутпа парăнтарнă.

Ветерансем спорт ăмăртăвĕнче пуçарулăх та хастарлăх кăтартни çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться