Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Урмаелпе Тольяттири çĕнтерÿсем

Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче Сабантуй иртнĕ. Унта чи кăсăкли наци кĕрешĕвĕ пулнă. Уява Шăнкăртамри “Ак-Барс” спортклуб кĕрешÿçисем те хутшăннă. Хăйсен виçисенче Ильнар Тараков, Риназ Садаров, Ильназ Чабатов, Радик Васимов пĕрремĕш вырăн, Марат Купкенов – иккĕмĕш, Рэстем Глухов, Алмаз Чабатов, Ильнар Шамсутдинов виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Тепĕр куннех команда Тольяттири Сабантуя çул тытнă. Хăйсен виçисем тăрăх Риназ Садаровпа Марат Купкенов паттăра тухнă. Ильназ Чабатовпа Ильнар Тараков – иккĕмĕш, Ильнар Шамсутдинов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕрешÿçĕсем Тольяттирен хаклă парнесемпе таврăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться