Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх сыхлавне наци проекчĕпе килĕшÿллĕн

Халăх сывлăхне упрасси, медицина учрежденийĕсене хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованисемпе пуянлатасси çĕр-шыв, республика, район ертÿçисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна “Сывлăх” наци проектне йышăнни те аван çирĕплетет. Район шайĕнче илес пулсан мĕнле пурнăçа кĕрсе пырать-ха наци проекчĕ; Ыйтуне хуравлама район больницин тĕп врачне Н.Тинюкова ыйтрăмăр.

– “Сывлăх” наци проекчĕн тĕллевĕ – медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен квалификацине ÿстересси тата вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак парасси.

Калама кăмăллă: наци проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Икĕ çулта больницăна хаклă йышши 23 медицина оборудованийĕ килнĕ. Вĕсемпе квалификациллĕ тата вăхăтра пулăшу пама, чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулать.

– Операци тăвакан блока, чирлисен йышăну палатине (приемный покой) юсаса çĕнетни, евростандарта пăхăнса реконструкцилени савăнтарать.

– Тĕрĕсех. Çак уйрăмсене кĕрсен чун-чĕрене вăй-хăват кĕрет. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ, çутă. Пластик чÿречесем, ăшă тытакан урай пулни сипленекенсемшĕн те, сыватакансемшĕн те кăмăллă. Пуçламăш звеносен пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Кашнийĕшĕнчех юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Иртнĕ çул Тутар Сăкăтри, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Çĕньялти фельдшерпа акушер пункчĕсенче, Шăнкăртамри врач амбулаторийĕнче газ кĕртнĕ. Çĕнĕ умывальниксемпе, холодильниксемпе, термоконтейнерсемпе, процедура сĕтелĕсемпе, тумтир шкафĕсемпе тивĕçтернĕ. Врач патне çитичченхи малтанхи пулăшу памалли условисем пур.

Пĕлтĕр çемье врачĕн виçĕ офисне, 24 фельдшерпа акушер пунктне лицензи панă. Кăçал тăххăрĕшне хатĕрленĕ. Тĕп больница администрацийĕ вырăнсенчи сывлăх учрежденийĕсене тытса тăма тăрăшатех. Хирти Пикшикри, Пÿртлĕри, Чăваш Ишекĕнчи, Люляри фельдшерпа акушер пункчĕсем урăх çуртсене куçмалла. Ку ыйтупа район администрацийĕ ĕçлет.

– Наци проекчĕ ĕçлекенсене мĕнле çăмăллăхсем кÿрет;

– Пуçламăш звенори 41 медицина ĕçченĕ хушма тÿлев илет. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче вăй хуракансен те хавхалантарăвĕ пур. Çавна май специалистсен йышне ÿстерме те пулчĕ.

Тÿлевне кура квалификацине те хăпартмалла. 19 врачпа 50 вăтам медицина ĕçченĕ курссенче пĕлĕвĕсене ÿстернĕ.

– Чире пула ĕç кунĕ çухатасси чакать. Çакна республика шайĕнчи цифрăсем те кăтартаççĕ.

– Тĕрĕсех. Çакă профилактика тунипе те çыхăннă. В гепатитран, хĕрлĕ шатраран, полиомиелитран, грипран прививка тăвасси ăнăçлă пырать. Республика шайĕпе илес пулсан туберкулезпа, алкоголизмпа, инфекци, ар органĕсемпе чирлесси пĕчĕк. Онкологи чирĕсемпе чирлесси те 8, 8 процент сахалланчĕ.

Вăхăтран вăхăта диспансеризаци тухни чире малтанхи тапхăртах туса палăртма, сиплев ĕçне пуçăнма май парать.

– Йывăр çын хĕрарăмсене консультаци парасси, ача çуратмалли сертификатсемпе тивĕçтересси мĕнле пырать;

– Ятарлă программăпа пурнăçланать. 2007 çулта асăннă сертификата 890 çынна панă. Хĕрарăм консультацийĕпе ача çуратмалли уйрăма медикаментсемпе, оборудованисемпе пуянлатнă. Кăçалхи 4 уйăхра 254 хĕрарăм алла сертификат илнĕ.

Больницăн хушма çĕнĕ корпусĕ ĕçе кайма хатĕр. Оборудованисем çеç вырнаçтармалла. Йĕри-таврашĕнчи çулсене тирпейлес ĕç пырать. Унта ача тата хĕрарăм консультацийĕсен пÿлĕмĕсем пулаççĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатни тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илессине ÿстеретех.

Харкам хăй сывлăхĕшĕн тăрăшасси çынсен тивĕçĕ. Мĕн чухлĕ маларах врач патне килетĕр, çавăн чухлĕ сиплев ĕçĕ çăмăлрах. Шурă халатлисем сирĕн ыйтăвăра кирлĕ шайра пурнăçлама тăрăшаççех. Ĕç пирки калаçрăмăр. Медицина ĕçченĕсен уявĕ çывхарать. Çав ятпа саламласа професси çыннисене ăнăçу та телей сунатăп. Сывлăхĕ те çирĕп пултăрах.

– Ыр кăмăллăхĕсем, сăпайлăхĕсем ан чакчăрах. Тепĕр хут сывлăх сыхлавçисене уяв ячĕпе саламлатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться