Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăнкăртам тутарĕ чăвашсене те савăнтарĕ

Кашни çыннăн ĕмĕчĕ çут тĕнчене ача евĕр çуралать. Шăнкăртамри Р.Мифтахутдиновăн юрăç пулас текен вăрттăн шухăшĕ пуçласа 12 çул тултарсан, пĕрремĕш хут сцена çине хăй тĕллĕн тухсан тĕвĕленнĕ. Хусанти искусствăпа культура университетĕнче вĕренсе тухса диплом илнĕ хыççăн кĕвĕ-çемĕ тĕнчинче вăл хăйĕн çăлтăрне тупнă. Равиль Рифкатович паян хăех юрă çырать, кĕвĕлет, юрлать. Çывăх вăхăтра вăл тăван ялĕ – Шăкăртам çинчен хăйĕн пĕрремĕш творчество ĕçне – клип-дискне кăларасшăн.

Малашне вăл районти культура çурчĕсенче пулса чăвашсене те хăйĕн юррисемпе савăнтарма шутлать. Ытларах Уляндина репертуарĕнчи юрăсене кăмăллать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться