Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район команди – "Президент тупăшăвĕ" фестиваль призерĕ

Июнĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта “Президентские состязания” республикăри физкультурăпа сывлăх Х фестивалĕ иртрĕ. Кăçал çак фестивале ăмăрту положенийĕпе 10-мĕш класс спортсменĕсем хутшăнчĕç. Район шайĕнче ăмăртăва кайма суйласа илес тĕлĕшпе иртнĕ маларахри тупăшура пирĕн Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем республика шайĕнче иртекен фестивале хутшăнма тивĕçрĕç. Фестиваль спорт тупăшăвĕсенчен пуян пулчĕ, çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Командăна çичĕ хĕр ачапа çичĕ арçын ача хÿтĕлерĕç, çирĕм вăйлă ушкăн хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

В.ПАДИСОВ, Н.АФАНАСЬЕВ, команда хатĕрлевçисем



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться