Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн кăтартмалли те, курса савăнмаллим те пур

Районта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ăна республикăри Чăвашпотребсоюз Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе тата журналистстсен союзĕн правленийĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Тăххăрмĕш çул журналистсем районсене черетлесе тухса райпо ĕçĕ-хĕлне тишкерсе хак параççĕ. Ку енĕпе Патăрьелсен пите хĕретмелли çук. Кашни ялтах унăн системине кĕрекен лавккасем ĕçлеççĕ. Ассортимент пуринче те пуян. Шăпах çакна курса ĕненчĕç семинар-канашлăва хутшăннисем.

Ĕçлĕ калаçу Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнчен пуçланчĕ. Кунта паян талăкра 2, 5 тонна çăкăр-булка пĕçерсе кăлараççĕ. Тĕрлĕ пĕремĕк, печени, пылак çимĕç таранах пур.

Кондитерсемпе çăкăр пĕçерекенсем 80 тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеççĕ. Пĕринчен тепри кăпăшка, тутлă, çемçе, илемлĕ, техĕмлĕ. Куллен ăсатаççĕ лавккасене. Çавăнпа туянакан та ырлать продукцие. Хакĕ те тивĕçтерет. Уйрăм предпринимательсем сĕнекен тавартан йÿнерех. Пахалăхĕ лайăх. Çимĕç типмест, тĕсне те çухатмасть. Çавăнпа çăкăр-булка ют районсене те ăсатаççĕ. Тĕслĕхе Шăмăршăсемпе Елчĕксене илер. Райпо сыхланса юлман вĕсенче. Уйрăм çын лавккисенче сутакан таварсемпе çеç пурăнаççĕ.

60 çын талăкра çакăн чухлĕ продукци (кисель, мармелад, зефир, рулет...) пĕçерсе, хатĕрлесе кăларнинчен семинара хутшăннисем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Уяв ячĕпе пĕçернĕ хуплу, пельмен, çаврака çăкăр (ывăл авлантаракансем те çакăнтах заказ параççĕ) чăн-чăнах кĕреке сĕтелĕн пуянлăхĕ-çке вăл. Кăлпасси цехĕ те ĕçлет Патăрьелсен. Унта кăларакан продукцине те кăтартрĕç семинарта. Тăварланă, тĕтĕмленĕ пулă таранах пулчĕ.

Унчченрех заводра çăкăр-булка пĕçерессине электричество вăйĕпе пурнăçланă. Çакă хака ларать. Çавăнпа газ кăмакисем туяннă. Технологие çĕнетни ĕçлекенсен тÿлевне те хăпартма май панă. Хавхалантарусене ÿстернĕ. Вырăнта конкурссем ирттернине те ырламалла. Кăçалхинче Ф.Шакурова кондитер çĕн-тернĕ. Çак сăмахсем çумне çăкăр завочĕн директорĕн Н.Ялуковăн калаçăвне кĕртсе хăварни те вырăнлă пулас: “Кадрсем улшăнса тăрасси çук пирĕн. Пурте 30-35-шер çул ĕçлеççĕ. Продукци кăларасси, унăн пахалăхĕ çакăнтан тÿрремĕнех килет. Уйрăм предпринимательсем те пĕçереççĕ çăкăр-булка. Анчах пирĕнне туянакансем йышлă”.

Семинар-канашлăва хутшăннисем Турхан филиалĕн Анат Тăрмăшĕнче куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккинче пулчĕç. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Зала 5-6 çул каяллах евроюсав тунă пулин те илĕртÿллĕ. Сутуçисем шăкăлтатса çеç тăраççĕ.

Канашлăва хутшăннисене тĕлĕнмелли кунта тата та пулчĕ. Сиплĕ эмел курăкĕсем пухассипе ĕçлеççĕ сутуçăсем. Ятарлă типĕтмелли склад тунă. Шкул ачисене те хавхалантарать çак ĕç. Уйра, çырма-çатрара ÿсекен тĕрлĕ курăка пухса параççĕ вĕсем, уншăн укçа илеççĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш вырăн йышăнни 9300 тенкĕлĕх сиплĕ эмел курăкĕ пухнăччĕ. Унсăр пуçне сотовăй телефон çĕнсе илнĕччĕ. Çемье бюджечĕшĕн те аван вĕт. Çакна ырларĕç.

Хупах, вĕлтĕрен, чистотел кирек ăçта та ÿсет. Пуçтарма çеç ÿркенмелле мар. Типĕтнĕ тавара иртнĕ çул Самарăран 3, 5 тонна, Пушкăртран 7 тонна килсе туяннă.

– Сутуçăсем хушма ĕçпе ĕçлеме пĕртте ÿркенмеççĕ. Сутă тунисĕр пуçне эмел курăкĕ илеççĕ, сĕт пуçтараççĕ, – каласа парать суту-илÿ пĕрлешĕвĕн директорĕ А.Иванов.

– Укçа-тенкĕ тума ачаран хăнăхса ÿсмелле, – терĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов. – “Ютон” пĕрлешÿпе килĕшÿ турăмăр. Пушă кĕленче, пластик савăтсене те пухассине ĕçе кĕртесшĕн. Тавралăх тирпей-илемне çухатаççĕ вĕсем. Ачасене кунта явăçтарни те аван пулĕччĕ.

– Райпо системи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе те ĕçлет. Çÿç кастарма, атă-пушмак, телевидеоаппаратура юсаттарма, кĕпе-тумтир çĕлеттерме аякка каймалла мар. Ветеринари, медицина аптекисем, ача-пăча площадкисем пур. Лавккасенчи чей сĕтелĕсем те тавар туянакансемшĕнех, – терĕ райпо Совечĕн председателĕ П.Перепелкин.

Турханти куллен кирлĕ таварсен лавккине самообслуживани мелĕпе ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ. Семинар кун ăна чыслă лару-тăрура уçрĕç.

Хăнасемшĕн Патăрьелĕнчи какай, талăкĕпех ĕçлекен, самообслуживани лавккисем те кăтартуллă пулчĕç.

Пĕтĕмлетÿ райадминистраци залĕнче пулчĕ. Мероприяти пасар кун иртнĕрен Патăрьелсем ĕçлеме те, суту-илÿ тума та пултарни уççăн курăнчĕ. Шăнкăртам ялĕнче çеç уйрăм предпринимательсен 30 ытла лавкки тытăнса тăрать пулин те райпо системинчи плансене уйăхсерен тултарать. Апла пулсан, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсех тăраççĕ. Çак сăмахсене тепĕр хут палăртрĕ канашлура Чăвашпотребсоюз Совечĕн председателĕ В.Павлов.

Республикăри журналистсен союзĕн правленийĕн председателĕ В.Комиссаров лавккасенче чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухакан продукци сахаллине асăнчĕ. Г.Айхин икĕ томлă тин çеç пичетрен тухнă кĕнекине район пуçлăхне Н.Глухова пачĕ.

Республикăри Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Белов Патăрьелсем социаллă ыйтупа тимлĕ ĕçленине палăртрĕ. Лавккасенче вĕри шыв таранах пур. Сутуçăсем валли пур условине те туса панă.

“Хыпар” хаçат редакторĕ А.Леонтьев кашни лавккарах республикăра, районта тухса тăракан “Авангард” хаçатсем пулсан тавар туянакансен шучĕ ÿсессе шантарчĕ.

Конкурентсем пур пулин те суту-илÿ пĕрлешĕвĕпе обществăлла апатлану предприятийĕ таварçаврăнăшне анлăлатсах тăрать. Çакă ĕç укçине те ÿстерме май парать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кашнийĕн уйăхри вăтам тÿлевĕ 5116 тенкĕпе (500 çын вăй хурать) танлашнă.

Пленари пайĕнче журналистсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться