Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лапта та хисепре

Ку хутĕнче те спорта юратакан шкул ачисем каллех Нăрваш Шăхалĕнчи стадиона пуçтарăнчĕç. Вĕсем Спартакиада программи тăрăх лапталла выляса тупăшрĕç.

Шăпа янă хыççăн площадкăна Нăрваш Шăхаль шкул командин хĕр ачисемпе Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн хĕр ачисем тухрĕç. Кунта хуçасем çăмăллăнах 15:0 шутпа выляса илчĕç. Шăхальсем Туçасенчен те 4:2 шутпа выляса илсе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна Первомайскисем çĕнсе илчĕç, виççĕмĕшĕнче – Туçасем. Арçын ачасен командисен хушшинче те çÿлти шайра Нăрваш Шăхальсем пулчĕç. Тĕп шкул командисен хушшинче Çĕнĕ Ахпÿртсем палăрчĕç. Вĕсем Треньелĕнчи А.Краснов ячĕллĕ шкул командинчен 14:1, Шăхачри шкул командинчен 17:2 шутпа выляса илсе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна Треньелсем, виççĕмĕшне Шăхачсем йышăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться