Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хамăрăн киностуди пулĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров “Атăл чиккинче” кинофестиваль итогĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Президент кинофорум президентне О.Урюмцев режиссера, актера, сценариста тата фестивале йĕркелеме хутшăннă çынсене тав тунă. Н.Федоров Министрсен Кабинетне “Атăл чиккинче” II фестивале халех хатĕрленме пуçăнма хушнă.

Николай Федоров Шупашкарти фестиваль республикăра кино ĕçне аталантарма хавхалантарнине палăртнă. Паллă китаевед Иакинф Бикчурин пурнăçĕ çинчен илемлĕ фильм ÿкерме сценарисен конкурсне ирттерме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2008
00:00
Поделиться