Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕл пулура – философи наукисен аксакалĕ

Июнĕн 6-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра хамăрăн ентешпе, философи наукисен докторĕпе, профессорпа, Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ талантлă ученăйпа Энвер Зиатдинович Феизовпа кăмăллă тĕл пулу иртнĕ. 80 çул тултарнă аксакал хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай паллă çынсене хатĕрлесе анлă çул çине кăларнă, чылай монографипе наука ĕçĕсем çырнă.

Унпа пĕрлех тĕл пулура тепĕр ентеш, профессор, философи наукисен докторĕ Н.Исмуков та пулнă, юбиляр пирки нумай ăшă сăмах каланă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов Э.Феизова пысăк юбилейпа саламласа малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2008
00:00
Поделиться