Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спартакиада шучĕпе

Ку хутĕнче шкул ачисем Спартакиада программин çăмăл атлетика енĕпе ăмăртрĕç: 100, 200, 400, 800, 1500 метрлă дистанцисенче тата 4х400 м эстафетăсенче чупса, тăрăшшĕне сиксе, йĕтре тĕртсе вăй виçрĕç. Чи малтанах çухрăм çурăллă дистанцие тĕп шкулсен спортсменĕсем тухрĕç.

Старт парсанах мала А.Черновăпа (Ишлĕ) О.Терентьева (Н.Шăхаль) ыткăнчĕç. Финиш йĕрне А.Чернова маларах касса Спартакиада чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш О.Терентьева çитрĕ. Виççĕмĕш вăхăт Л.Сулагаевăн (Шăхач).

Арçын ачасенчен çак хушша чи хăвăрт А.Егоров (Н.Шăхаль) вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вăхăт К.Паймин (Треньел) кăтартрĕ. Виççĕмĕш вырăнта Ф.Тумаков (Шăнкăртам).

Çак дистанцирех вăтам шкул спортсменĕсем те тупăшрĕç. Чи пултарулли А.Николаева (Н.Шăхаль) пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Н.Кузьмина (Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ), виççĕмĕшĕнче А.Муланова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул). Арçын ачасенчен те чи вăйли Шăхальсемех – В.Едифанов. Иккĕмĕш вырăнта А.Пыркин (Первомайски), виççĕмĕшĕнче – Вл.Лисицын (П.Пашьел).

800 метрлă дистанцире Çĕнĕ Ахпÿртри шкул спортсменĕ И.Лекарев палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăнта В.Тяров (Ишлĕ), виççĕмĕшĕнче – А.Астраханцев (А.Туçа). Хĕр ачасенчен çак дистанцире чи лайăх вăхăт М.Филиппова (Н.Шăхаль) кăтартрĕ. Иккĕмĕш вăхăт Н.Юркинăн (Ишлĕ), виççĕмĕш – Шăхач шкулĕнчи А.Шайдуковăн.

Вăтам шкул спортсменкисем çак хушша 2 мин. 42, 6 сек. чупса тухрĕç. Унăн хуçи К.Филиппова (Н.Шăхаль). Иккĕмĕш вырăнта А.Павлова (Первомайски), виççĕмĕшĕнче Ю.Казакова (Туçа). Вăтам шкул арçын ачисенчен 800 метра Н.Заводов (Х.Пикшик) чи малтан вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вăхăт А.Еразумов (Н.Шăхаль) кăтартрĕ, виççĕмĕш Р.Мулгачев (Первомайски).

Малалла çамрăк спортсменсем 400 метрлă хушăра тупăшрĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче чи хăвăрт чупаканни М.Ялуков (1-мĕш шкул) пулчĕ. Ун хыçĕнче Н.Кириллов (Н.Шăхаль), виççĕмĕшĕнче – М.Хабибуллин (К.Чишма). Хĕр ачасенчен çак хушăра Спартакиада чемпионки ятне Ишлĕри А.Андреева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вăхăт А.Петрова (Н.Шăхаль) кăтартрĕ, виççĕмĕшĕнче А.Абитова (К.Чишма).

Вăтам шкул спортсменкисем çак хушăра тата лайăхрах вăхăт кăтартрĕç. Аслă Чемен шкулĕнчи Н.Иванова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унран кăшт каярах финиша Д.Табакова (Н.Шăхаль) çитрĕ, виççĕмĕш – Л.Хакимова (1-мĕш шкул).

Арçын ачасенчен 400 метра чупса чемпион ятна А.Быков (2-мĕш шкул) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Нянинпа (1-мĕш шкул) А.Лаврентьев (Н.Шăхаль) йышăнчĕç.

200 метрлă хушăра Çĕнĕ Ахпÿртри Н.Исаева çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн финиша А.Мезитов (К.Чишма) çитрĕ, виççĕмĕшĕнче Е.Григорьев (Н.Шăхаль). Хĕр ачасенчен чи хăвăрт чупаканни Ан.Андреева (Ишлĕ) пулчĕ. Ун хыççăн кăштахран Ф.Мязитова (К.Чишма) çитрĕ, виççĕмĕш вăхăт С.Мышина (Çĕнĕ Ахпÿрт) кăтартрĕ.

Аслă çулхи хĕр ачасенчен чи лайăх вăхăт М.Чернова (Первомайски) кăтартрĕ. Ун хыççăнах финиш йĕрке О.Глинкина (Туçа) касрĕ. Виççĕмĕшĕнче А.Алексеева (Н.Шăхаль). Арçын ачасенчен çак хушша А.Сеприханов (Туçа) чи хăвăрт чупса тухрĕ, чемпион пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пĕр пек вăхăтпа А.Петуховпа (2-мĕш шкул) А.Нянин (1-мĕш шкул) пайларĕç.

Куракансене 100 метрлă хушăра тупăшни уйрăмах кăсăклантарчĕ. Тĕп шкул командисенчи чупакансенчен чи лайăх 12, 4 сек. вăхăт К.Чишмари Н.Абитов кăтартрĕ. Иккĕмĕш вăхăт Д.Капитоновăн (Н.Шăхаль), виççĕмĕш – А.Скворцовăн (Çĕнĕ Ахпÿрт). Хĕр ачасенчен чи пултарулли Д.Мардеева (Шăнкăртам) пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Петуховăпа (Ишлĕ) А.Тарасова (Треньел). Вăтам шкул хĕр ачисенчен чи хăвăрт чупаканни малтан кĕтнĕ пекех А.Глухова (1-мĕш шкул) пулчĕ. Вăхăчĕ – 13, 9 сек. Вăл чемпионка ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи А.Ильина йышăнчĕ, виççĕмĕш вырăнта И.Кудряшова (Первомайски). Арçын ачасенчен 12, 0 сек. вăхăтпа П.Поляков (2-мĕш шкул) чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Ун хыççăнах финиш йĕрне Е.Шашкинпа (Первомайски) Е.Павлов (1-мĕш шкул) касрĕç.

Малалла спортсменсем 4х400 метрлă эстафетăра тупăшрĕç. Тĕп шкул командисенчен чи пултарулли Ишлĕ шкулĕн спортсменкисем А.Андреева, Н.Андреева, А.Чернова, Н.Прокопьева пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Н.Шăхальсен команди, виççĕмĕшĕнче – Треньелсем. Арçын ачасен командисенчен чи маттуррисем Çĕнĕ Ахпÿртсем (Н.Сагунев, А.Скворцов, Н.Исаев, И.Лекарев). Вĕсем хыççăн финиша Треньелсемпе Ишлĕсем çитрĕç.

Аслă классенче вĕренекен хĕр ачасен командисенчен чи вăйлисем Нăрваш Шăхальсем. (К.Филиппова, Д.Табакова, А.Алексеева, А.Николаева). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Первомайскисемпе Туçасем пулчĕç. Арçын ачасенчен чемпион ятне Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул команди (А.Нянин, Нянин, Петров, Павлов) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Первомайскинчи, виççĕмĕшĕнче – Туçари вĕрентÿ центрĕсен командисем.

Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем хыççăн пĕрремĕш вырăна 1681 очко пуçтарса Ишлĕ шкулĕн команди йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Нăрваш Шăхальсен 7-9-мĕш классенче вĕренекенсен команди, виççĕмĕшĕнче – Треньелĕнчи А.Т.Краснов ячĕллĕ шкул команди. Вăтам шкулсен командисенчен Нăрваш Шăхаль шкулне çитекенни пулмарĕ. Вăл 3546 очко пуçтарма пултарчĕ. Вĕсенчен сакăр очко каярах кăтартупа Первомайскинчи вĕренÿ центрĕн команди иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2008
00:00
Поделиться