Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăкăт хорĕ Мускаври Акатуйра савăннă

Çу уйăхĕн юлашки кунĕнче Сăкăтри халăх хорĕпе ташă ушкăнĕ ял чиркĕвĕн настоятелĕ Вениамин атте пилĕпе Мускавра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ ятпа иртнĕ Раççейри пĕтĕм чăвашсен VIII “Акатуй-2008” уявне хутшăннă. Сцена ăстисен пултарулăхне курса савăнма çĕр-шывăн тĕп хулинче нумай-нумай ентеш пуçтарăннă, Сăкăтсен юрри-ташшине пысăк хак панă. Акатуй хастарĕсем инçе çултан пушă алăпа таврăнман. Вĕсен пысăк ушкăнне Раççейри чăваш наципе культура автономийĕн тав çырăвĕпе наградăланă.

Чăваш халăх, ял йăли-йĕркине тытса пыракансене, тăван чĕлхе культурине аталантаракансен ушкăнне çул çÿреврен килсен район пуçлăхĕ Н.Глухов ăшшăн саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2008
00:00
Поделиться