Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика ĕçĕпе кăмăллă

Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Зубков ертсе пыракан делегаци пирĕн республикăра пĕр кунлăх ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Делегаци йышĕнче “Россельхозбанк” правленийĕн ертÿçи Ю.В.Трушин, Раççей тĕп санитари врачĕ Г.Г.Онищенко, РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.Козлов хутшăннă.

Чи малтанах хăнасем Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров сĕннипе малта пыракан “Приволжское” вĕренÿ хуçалăхĕпе (Шупашкар районĕ) паллашнă. Çавăн пекех вĕсем Комсомольски районĕнчи “Нур” ял хуçалăх потребительсен кооперативĕпе, “Мос-Эт” обществăпа тата “Труд” ЯХПКри тĕп зоотехникра ĕçлекен Р.П.Шарафутдинов хушма хуçалăхне çитсе курнă.

Шупашкарти “Чебоксарский” сĕт комбиначĕпе “Смак-Гурмэ” ООО-па та паллашма вăхăт тупнă.

– Ялта пысăках мар харпăрлăхлă хуçалăхсене аталантарма май туса пани çав тери кирлĕ, халăха усă кÿрекен пысăк ĕç, – тенĕ В.Зубков республика ертÿçисемпе влаç тытăмĕн ытти представителĕсемпе ирттернĕ канашлура.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх сăвакан ĕнесен йышĕ те, сĕт сăвасси те ÿсмест. Раççейре 1 çын пуçне вăл çулталăкра 30 килограмм кăна тивет. Финляндире вара – 180, Данире 140 килограмм. Сĕт çитменнипе типĕ сĕте чикĕ леш енчен туянаççĕ. Кунта вара çынна кирлĕ витаминсемпе микроэлементсем çав тери сахал.

РФ Федераци Пухăвĕ нумаях пулмасть сĕтĕн техника регламенчĕ пирки саккун йышăннă. Вăл çак производствăна аталантарас ĕçре витĕм кÿмеллех, “сĕт” тата “сĕт напитокĕ” пĕлтерĕшсене те шанчăклă палăртĕ.

Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республики федерацири регионсем хушшинче çăмăллăх кредичĕпе тата субсиди парассипе малтисен ретĕнче. Чăваш Енри 6 çемьерен пĕри патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Шупашкарта сÿтсе явнă ыйтусемпе РФ Правительствин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков федераци регионĕсемпе селектор канашлăвĕ ирттерме палăртнине пĕлтернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2008
00:00
Поделиться