Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иртнине те манмастпăр, хальхине те тĕпчетпĕр

Патăрьел районĕ пуçланса кайнине 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен шутлаççĕ. Çак кун Чăваш автономи республикин ВЦИК Президиумĕ ятарлă постановлени йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен территорийĕнчи 5 уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район йĕркеленĕ.

Вăрманхĕрри Шăхаль, Нăрваш Шăхаль, Кĕçĕн Арапуç, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт тата ытти хăш-пĕр ялта 1928 çулта колхоз йĕркеленĕ.

1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Вăл малтан “Паянхи сас” ятпа пичетленнĕ.

1931 çулта район çĕрне пĕрремĕш хут трактор таптанă.

1932 çулта МТС (машинăпа трактор станцийĕ) йĕркеленĕ. Пĕрремĕш ертÿçи Иван Антонович Антонов (Первомайски) пулнă.

1935 çулта Мускавра малта пыракан уй-хир ĕçченĕсемпе трактористсен Пĕтĕм союзри канашлăвĕ иртнĕ. Унта “Красные Тойси” колхоз бригадирне Л.Д.Острякова Ленин орденĕ, Патăрьелĕнчи МТС трактористне Т.П.Львова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă.

Районтан Аслă аттелĕх вăрçине (1941-1945 ç.ç.) 8377 çын кайнă. Вĕсенчен 6034-шĕ вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Б.С.Рахимов, П.Е.Кузнецов, В.И.Уруков Совет Союзĕн Геройĕ, А.П.Табаков, П.Н.Кариков, Б.С.Тухфетуллов Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем пулса тăнă.

1948 çулта тыр-пул çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçленĕшĕн “Гвардеец” колхозри уй-хир бригадирне Илларион Евдокимович Перепелкина (Анат Туçа) тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Матрена Дмитриевна Цветковăна (Елчĕк районĕнчи “Победа” колхозра звеньевой пулса ĕçленĕ) Социализмла Ĕç Геройĕ ятне парса чысланă.

1950 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма Шăхачри çичĕ çул вĕренмелли шкул учительницине Пелагея Ивановна Куприяновăна (Турхан) ялĕ суйланă.

1958 “Гвардеец” колхозри кукуруза çитĕнтерекен звено ертÿçине Василиса Павловна Кузнецовăна СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă.

1959 çулта Первомайски районне Патăрьел районĕпе пĕрлештереççĕ.

1962 çулта “Гвардеец” колхоз ертÿçине Михаил Герасимович Долгова СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйланă, тепĕр икĕ çултан Михаил Герасимовича Социализмла Ĕç Геройĕ ята парса чысланă. Каярахпа çак наградăна ку хуçалăхри Николай Васильевич Каргин сысна пăхаканпа Василий Антонович Никитин тĕп зоотехник тивĕçнĕ.

КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса тĕрлĕ çулта Т.Ф.Валеев, С.П.Никитин, П.Т.Тимофеев, В.К.Тенюков, В.С.Тимошев, В.А.Никитин, И.М.Сурнаев, В.М.Енилин ĕçленĕ.

90-мĕш çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса В. Д. Петров, Н. В.Селиванов, А. Г. Хитров ĕçлерĕç. Паянхи кун района Н.И.Глухов ертсе пырать.

2007 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе район республикăра тăваттăмĕш вырăнта.

Районта 12350 гектар çурхи культурăсем акса хăварнă. Кăçал кĕрхисене 8000 гектара çитересшĕн.

Пирĕн районăн икĕ пики – Ирина (Ягупова) Калентьева (Нăрваш Шăхаль) маунтинбайк енĕпе, Эльза Тазетдинова (Ыхра Çырми) ирĕклĕ майпа кĕрешессине Китайра иртекен Олимп вăййисене хутшăнма путевкăсем çĕнсе илчĕç. Треньел хĕрĕ – Ирина Юманова хăвăрт утассипе ХХIII Тĕнче кубокĕнче çамрăксем хушшинче кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи стипендиачĕсем хушшинче вуннăшĕ пирĕн районтан.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илчĕ.

 Первомайскинчи “Шуçăм” ача сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентÿçи М.А.Шакиров Чăваш Енри новаторсене çуллен паракан 10 пин тенке тивĕçрĕç.

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул, Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

 Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ирттернĕ конкурсра “Авангард” хаçат премие тата Тав çырăвне тивĕçрĕ.

 Кăçалхипе районта Акатуй-Сабантуй 57-мĕш хут иртĕ.

 Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкĕнче сăваплă ĕçсем районта малалла та тăсăлĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июня 2008
00:00
Поделиться