Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен конкурсĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлет-пĕр” çырăвне пурнăçласа ЧР ĕç тăвакан власть органĕн комплексла планĕпе килĕшÿллĕн майăн 29-мĕшĕнче “Звезда” хуçалăх сĕт-çу ферминче районти машинăпа ĕне сăвакансен, выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕ-лентерекен техниксен конкурсĕ иртнĕ. Унта 9 хуçалăх представителĕсем хутшăннă. Дояркăсен хушшинче Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи Валентина Каруева çĕнтернĕ. “Исток” хуçалăхри Вера Михеева 2-мĕш, “Звезда” хуçалăхри Наталья Перепелкина 3-мĕш вырăн йышăннă.

Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕнче “Звезда” хуçалăхри Галина Андреевăна çитекенни пулман. Иккĕмĕш вырăнта «Батыревский» хуçалăхри Василий Убаев, виççĕмĕшĕнче – Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи Людмила Стихова.

Çĕнтерÿçĕсем июнĕн 10-11-мĕшĕсенче республикăра иртекен конкурса хутшăнĕç, район чысне хÿтĕлĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться