Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТУРНИР ИРТНĕ

Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта 1990 çулта çуралнă спортсменсенчен йĕркеленĕ командăсем тупăшрĕç. Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ командипе пĕрле Çĕмĕрле, Йĕпреç, Çĕнĕ Шупашкар волейболисчĕсем те тупăшрĕç.

Пирĕн район команди Çĕмĕрлесене 3:2 шутпа, Йĕпреçсене 3:0 шутпа çĕнтерчĕ, Çĕнĕ Шупашкар командине выляса ячĕ. Пĕтĕмлетсен Патăрьелсем виççĕмĕш вырăна тухни палăрчĕ.

Патăрьел районĕн чысне 7-мĕш профучилищĕри Р.Багманов, А.Медведев, Ю.Пласкин, Д.Маршев, Е.Майоров, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи пĕр тăван Емельяновсем, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи А.Мальцев хÿтĕлерĕç. Командăна хатĕрлекенĕ – В.Волков.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться