Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллевсене çивĕчлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвне ертсе пынă май район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтан бюджета пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетнĕ. Кунтах автоçулсем тăвас тата вĕсене юсас, пăхса тăрас, социаллă сфера учрежденийĕсене ăнăçлă ĕçлеттерес ыйтусене те хускатнă.

Иртнĕ эрнере районти хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕсленĕ. Канашлура комисси ĕçне те пĕтĕмлетнĕ.

Планеркăра районти 57-мĕш Акатуй-Сабантуя хатĕрленсе вырăнсенче ял уявĕсене чыслăн ирттермеллине, çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться