Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха тăсма пулăшакансем

Кзыл Чишмари врач офисĕнче донор кунĕ иртрĕ. Унта 100 çын ытла хутшăнчĕ. Пуçтарăннă 44 литр юн чылайăшĕн сывлăхне çирĕплетме пулăшасси каламасăрах паллă. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансене те пулăшĕ. Тен, çакна шута илсе ирĕклĕн юн пама хутшăнакансем хушăнсах пыраççĕ. Тĕслĕх кăтартакансем те пур. Акă, Д.Сафина 70 хутчен çак пархатарлă ĕçе турĕ. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе çакăнта çемйине те явăçтарчĕ. Данияпа пĕртăван Дахия, Халил тата Алмаз Хабибулловичсем, ăрăва малалла тăсакан Язгульем хутшăнчĕç донор кунне.

Губайдуллинсем те иккĕн килнĕ: Ильсиярпа Камиль юн пачĕç. Меруза Резине Замалетдиновсем те пĕр çемьеренех.

Кзыл Чишмаран 44 донор, Алманчăран 45 çын, Красномайскинчен çирĕмĕн хутшăнчĕç ыр кăмăллăх мероприятине. Инкекре пулăшас текен çемьесем ытти ялсенче те пулчĕç. Алманчăран Юрий Николаевичпа Людмила Георгиевна Петровсем, Николай Рюриковичпа Галина Валерьяновна Волковсем, Николай Альбертовичпа Алина Николаевна Степановсем кăмăлтан пачĕç юн.

Участокри медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхне те палăртмалла. Нихăçан та айккинче юлмаççĕ хăйсем те юн парассинчен.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться