Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шупашкарти кинофестиваль

Шупашкарта ыран патриотла фильмсен “Атăл чиккинче” фестивалĕ вĕçленет. Вăл июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хутшăннă. Президент хăйĕн мăшăрĕпе ГАЗ-21 “Волга” автомобильпе пынă. Ретромашина рульне хăй тытнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл фестивалĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă, ятарлă приз çирĕплетме фестиваль фондне пĕр миллион тенкĕ хывни çинчен пĕлтернĕ. Кинофорум президенчĕ Олег Урюмцев çакăншăн тав тунă.

Раççей халăх артисчĕ Анатолий Васильев çапла каланă: “Чăваш çĕрĕ çинче çар фильмĕсен Юрий Озеров ячĕллĕ фестивалĕ иртетчĕ. Халĕ вăл патриотла фильмсен Тĕнчери пĕрремĕш фестивалĕ пулса тăчĕ. Çакă вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тăрăшнин результачĕ те”.

Фестивале хутшăнакансене тата хăнасене Раççей халăх артисчĕ Павел Винник, “Медвежья охота” фильма ÿкерекенсем, Раççей Геройĕ Евгений Борисов саламланă.

Кинематографистсен форумĕн программи пуян: илемлĕ тата документлă фильмсен конкурсĕ, мастер-классем, Инди фильмĕсен кунĕ, ачасен театр евĕрлĕ программи, Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă спектакль, футбол ăмăртăвĕ.

Хăнасемпе хутшăнакансен хушшинче паллă актерсем йышлă: Юрий Назаров, Людмила Мальцева, Людмила Хитяева, Владимир Литвинов, Валерий Николаев, Елена Полякова. Ют çĕр-шыв артисчĕсем, сценарисчĕсем, режиссерĕсем те пур.

Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинаци тăрăх чыслаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться