Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШКУЛТИ ĂМĂРТУ

Турханти вăтам шкулта çуркуннехи-çуллахи спорт сезонĕн программипе килĕшÿллĕн эстафета ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пĕрремĕш класран пуçласа вунпĕрмĕш класс таранчченех хутшăнчĕç. Кĕçĕн классен ушкăнĕнче 4-мĕш класс – пĕрремĕш, 3-мĕш класс иккĕмĕш, 2-мĕш класс виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вăтам классем хушшинче 6-мĕш “б”, 8-мĕш “а”, 6-мĕш “а” классем палăрчĕç. Аслă классен ушкăнĕнче 11-мĕш “а” класс çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче – 10-мĕш “а” тата 11-мĕш “б” классем.

Çуркуннехи эстафета ачасем спорта юратнине тепĕр хут кăтартса пачĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться