Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операци тапхăрне пăтăрмахсăр ирттерер

Республикăра автоçул çинче ачасемпе пулакан инкексен шучĕ чакса пырать пулин те çак ыйту паян çивĕч тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа 16 çул тултарман ачасемпе çыхăннă 41 авари пулнă, вĕсенче иккĕшĕ вилнĕ, 42–шĕ аманнă. Пирĕн районта кун пек пăтăрмах ан пултăрччĕ.

Çул çитмен ачасемпе çыхăннă аварисен ытларах пайĕ çуллахи каникула тивет. Çавăнпа та “2006-2012 çулсенче çул çинчи хăрушсăрлăха ÿстерес” Федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен “Асăрханăр: ачасем!” Пĕтĕм Раççейри профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярас тесе ачасен те, çул çÿревçĕсен те питĕ тимлĕ пулмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться