Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

МАТТУР, ШĂХАЛЬСЕМ

Нăрваш Шăхальсем çак “маттур” сăмаха ял хуçалăх ĕçĕсенче те, ял тăрăхĕн ĕçĕсенче те илтсех тăраççĕ. Спортра вара чăнах та маттурах. Акă, Краснодар крайĕнчи Адлер хулинче Раççейри шкул ачисен хушшинче маунтинбайк енĕпе мала тухмалли ăмăртусем иртнĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче пирĕн шкулта вĕренекенсем те тупăшнă. Вĕсем çак пысăк ăмăртăва хутшăнса пысăк çитĕнÿпе таврăнчĕç.

Малтанхи кун вĕсен ту çинелле 3 çухрăм хăпарса ăмăртмалла. Хĕр ачасенчен кунта пирĕн шкулти О.Терентьева 40 ача хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнса пурне те тĕлĕнтернĕ. А.Михайлова та начар мар ăмăртнă, улттăмĕш вырăн йышăннă. Арçын ачасем старта çитмĕлĕн тухнă. Пирĕн шкулти А.Матвеев иккĕмĕш теçеткере пулнă.

Тепĕр кунне вĕсем маунтинбайкăн “кросс-кантри” енĕ-пе тупăшнă. Сăмах май каласан, çак ен Олимп вăййисен программинче те пур. Çак ăмăртура пирĕн ачасем каллех ăнăçлă ăмăртнă: Оля иккĕмĕш, Настя пиллĕкмĕш, Алексей вун çиччĕмĕш вырăна тухнă.

Юлашки кун çамрăк велосипедистсем çак “кросс-кантри” енĕпех тупăшнă: хĕр ачасем 16 çухрăмлă хушăра, арçын ачасем 25 çухрăмра. Кунта вара пирĕн Оля Терентьева пурне те хыçа хăварса финиша чи малтан çитнĕ, Раççей чемпионки пулса тăнă. А.Михайловăн велосипечĕ кăштах “чăхăмланипе” вăл каллех улттăмĕш юлнă. Арçын ачасен хушшинче А.Матвеев каллех иккĕмĕш теçеткере.

“Çакăн пек çитĕнÿсем хыççăн Нăрваш Шăхальте тепĕр Калентьева-Ягупова çитĕнессе шанма май пур”, – тет вĕсен тренерĕ В.Афанасьев. Оля халь çиччĕмĕш класра анчах вĕренет-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться