Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ят

Зинăн ĕнертенпех канăç çук. Чĕри темĕн йăшкать. Пĕр вырăнта лăпланса ларас килмест. Таçта тухса утас, такампа калаçса чунне уçас килет. Аптранă енне эрне каяллах çыхма пуçланă нускине те тытса пăхрĕ. Çук, ăш-чик кунпа та лăпланмарĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Юратать Зина пĕчченлĕхе. Шухăш шăрçине никам та татмасть.

Акă куç умне ачалăх кунĕсем шуса тухрĕç. Ыттисенни евĕрех иртрĕ вăл. Ун хыççăн – çамрăклăх. Çак çулсене темшĕн çурхи вăрманпа танлаштарас килчĕ. Çамрăклăх та çеçке çурать, йывăçсем те. Анчах йывăçсем кашни çулах çеçкене лараççĕ, ешереççĕ. Этемĕн вара ĕмĕрĕ пĕрре çеç. Ăна тем пек каялла тавăрас тесен те майĕ çук. Çавăнпа пурнăçран мĕн илме пултарнине илме ĕлкĕрес пулать, яланах пурнăç уттипе утмалла, шавлă юхăмра пулмалла. Çакăн пек тĕллевпе пурăнчĕ хĕр. Ял çыннисемшĕн, тăван çĕр-шывшăн усăллă ĕç тăвас килетчĕ ун. Çав тĕллевпех 1966 çулта вăтам шкул хыççăн Тĕрлемесри ял хуçалăх училищине вĕренме кĕчĕ. Бухгалтер профессине алла илсе тăван яла таврăнчĕ. “Россия” колхоз правленийĕнче хĕре хапăл туса кĕтсе илчĕç. Шăпах бухгалтер кирлĕ пулнă иккен. Аслăраххисем вĕрентсе, пулăшса пынăран ĕçе хăнăхма йывăрах пулмарĕ. Чĕп кăларма ларнă хур ами евĕрех пусăрăнса ĕçлерĕ хĕр. Çапах темĕн çитмест пек туйăнчĕ, вĕренес туйăм çирĕпленнĕçем çирĕпленсе пычĕ.

1976 çулта З.Кузьмина Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕчĕ. Диплом илнĕ хыççăн ăна хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ пулма шанчĕç. Ĕçĕ çăмăлах марччĕ, выльăх йышлăччĕ. Мăйракаллă шултра выльăх çеç 1200 пуçчĕ, сăвăнакан ĕнесем – 350. Унсăр пуçне 100 ытла сурăх, 1000 сысна. Упамса фермине те çÿремелле, рацион хатĕрлемелле. 1984-1985 çулсенче выльăхсене лайăх хĕл каçарнăшăн республикăри 11 хуçалăхпа пĕрле “Россия” колхоз та пысăк премине тивĕçнĕ. Зинаида Андреевнăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Ĕçленĕ май тав хучĕсем татах хутшăннă.

Çын йышра ÿссе çитĕнет. Çынсемпе тавра курăм аталанать, кăмăл çĕкленет. Ĕмĕт – этем çуначĕ, хăюлăх – унăн тĕрекĕ. Çак сăмахсене Зинаида Андреевна çинчен каланăнах туйăнать. Кирек ăçта ĕçлеме сĕнсен те хирĕçлесе тăман вăл. Хушнă – пуçăннă. Ултă çул тĕп зоотехникра ĕçленĕ хыççăн правлени ларăвĕнче ăна тĕп экономиста куçма сĕннĕ. Сакăр çултан – тĕп бухгалтера. Иккĕленсе тăма паман, тÿрех : “Эсĕ мар-тăк, кам;” тесе ыйтнă. Паллах, пултарулăхне кура сĕннĕ ĕнтĕ, шанăçа тÿрре кăларасса шаннă.

Шаннă кайăк йăвара пулни тăватă çултанах çирĕпленнĕ. Зинаида Андреевна “Районти чи лайăх бухгалтер” ята тивĕçнĕ. Вун иккĕмĕш çул тĕп бухгалтерта вăй хурать З.Кузьмина. Миçе çамрăка ĕçе хăнăхтарман-ши çак хушăра; Чылайăшĕ хăйсем те пысăк опытлă ĕнтĕ, паян та юнашарах ĕçлеççĕ, пĕрле канашлаççĕ, мĕн пĕлменнине ыйтаççĕ.

– Зинаида Андреевна пирĕншĕн анне вырăнĕнчех, килти вăрттăнлăхсене те унпа шанса калаçатпăр, – теççĕ пĕр пÿлĕмре ларакансем.

Канашламалăх та пур. Зинаида Андреевна пурнăçра сахал мар хура-шур курнă. Мăшăрĕпе – Федор Абрамович Степановпа 3 ача çитĕнтернĕ. Шел, нумаях пулмасть чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Асли Оля Турханти психоневрологи интерна-тĕнче экономист, президент стипендиачĕ. Инна та аппăшĕн çулне суйласа илнĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Сергей ялти шкулăн 9-мĕш класне çÿрет, район, республика олимпиадисене хутшăнать. Çапла ĕçпе, ачисемпе савăнса пурăнать “Хастар” хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ З.Кузьмина.

Районăн 80 çулхи юбилейпе уявланă вăхăтра Зинаида Андреевнăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çак ятпа ăна çывăх тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç. Вăл вара сăпайлăн çапла каларĕ :

– Маншăн юратнă ĕçĕм савăнăçпа телей çăл куçĕ. Çакă вăй парса тăрать те пурнăçăмра.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться