Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх перепиçĕ – халăх ырлăхĕшĕн

Пирĕн çĕр-шывра халăх перепиçне, шутлавне ирттерме пуçлани пĕр ĕмĕр ытла. Ăна пĕрремĕш хут 1897 çулта йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри юлашки перепись 2002 çулта пулнă. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн черетлĕ халăх шутлавне 2010 çулхи октябрьте ирттерме йышăннă. Шутлă вăхăт питĕ хăвăрт шăвать. Çавăнпа та районта ку тĕлĕшпе хатĕрленÿ, ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ.

Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри 2010 çулта пулакан перепиçĕн районти комиссийĕн ларăвĕ ĕçлерĕ. Ларăва Чăваш Республикин патшалăх статистикин Территори органĕн ертÿçи Ю.Марков хутшăнчĕ. Район пуçлăхĕ, комисси председателĕ Н.Глухов ларăва уçнă хыççăн Юрий Клементьевич халăх перепиçĕн тĕллевĕ, пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ:

– Халăх шутлавĕ – хамăр пурăнакан вырăнти, çĕр-шыври çынсен демографи, экономика, социаллă лару-тăрăвне шута илсе пайăрлатни, çĕр-шывра пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕн пурнăçне çирĕп те шанчăклă, ытлă-çитлĕ тăвас тесе планлама услови туса пани. Çакна тĕпе хурса пĕлтерĕшлĕ ĕçе пысăк яваплăх туйса пурнăçламалла, – тĕллев лартрĕ вăл комисси членĕсем умне.

Малалла район пуçлăхĕ Н.Глухов районта халăх шутлавĕпе тимлекен комиссийĕн ĕç планĕпе паллаштарчĕ, кашни комисси членĕн тивĕçĕсене пайăрлатрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться