Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Делегаци йышĕнче – Депутатсем

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿçин çумĕ В.Мидуков ертсе пынипе депутатсен ушкăнĕ пирĕн районта пулнă. Район ĕçĕ-хĕлĕпе вĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов паллаштарнă. Делегаци Патăрьелĕнче çĕкленекен стадионта, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче пулнă. Тĕпрен илсен, вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче спорт еплерех аталаннипе кăсăкланнă, сĕнÿсем панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться