Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акатуйра савăнчĕç

Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа тата ака ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа “Первомайск” хуçалăх ĕçченĕсем акатуйра савăнчĕç. Çумăр çунине пула уяв Культура çуртĕнче иртрĕ. Пухăннисене район пуçлăхĕн çумĕ И.Дикин, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Федоров, “Первомайск” хуçалăх ертÿçи М.Петров саламларĕç. Михаил Владимирович ĕçре палăрнисене парнесемпе чысларĕ. Ял хуçалăхĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн О.Шайдукова дояркăпа В.Платонов скотник район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулчĕç. Çĕр ĕçченĕсене чăваш эстрада артисчĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çакăнтах Ю.Верликов кĕрешÿçĕне асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăрту иртрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться