Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырăнтару çĕрпе пĕлĕт евĕр ăрасна

ЗАГС органĕ пуçланса кайнăранпа 90 çул çитнĕ май районти мăшăрлану керменĕнче çак уйрăмăн ветеранĕ А.Тибайкина пулнă. Антонина Осиповна аллăмĕш çулсенче ЗАГС пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра çамрăк çемьесене сыхласа хăварас, тĕреклетес тесе тĕрлĕ меслетпе сахал мар тăрăшнă.

– Паянхи çамрăк çемьесене мăшăрлантаракан çурта чăннипех те кермен теме пулать. Унчченхипе танлаштарсан вăл çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна, – пĕлтернĕ вăл хăйĕн шухăшне унпа тĕплĕн курса паллашнă хыççăн.

Районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова ветерана йывăр вăхăтра ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тав туса парнепе чысланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться