Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ Ахпÿртри шкулта

Çĕнĕ Ахпÿртри шкулта Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем А.Бахматова тата Е.Колпакова 4-9-мĕш классене И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялне экскурсие илсе кайса килчĕç (ÿкерчĕкре).

Ачасене музей ертÿçисем Иван Яковлевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Маларах шкулта 5-6-мĕш классем хушшинче “Тĕлĕнтермĕш уйĕ” (çĕнтерÿçĕ И.Чумерин), 7-8-мĕш классем хушшинче викторина-КВН иртнĕччĕ (çĕнтерÿçĕсем 7-мĕш классем). Кĕçĕн классем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 4-мĕш класс ачисем (учителĕ Т.Каштанова) компьютерпа усă курса кĕçĕннисене И.Яковлев çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Виççĕмĕшсем (учителĕ А.Тукмакова) “Яковлев мăнукĕсем” ятлă мероприяти ирттерчĕç. Вĕсем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, сценкăсем лартрĕç. Иккĕмĕш класри И.Павлова “Яковлев халалĕсем” урок ирттерчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июня 2008
00:00
Поделиться