Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЮРАТУ çУЛĂМ ПЕКЕХ, ПĂХСА ТМАСАН – СÿНЕТ

Сергей, 27 çулта: Юрату вăл – ырату. Чун-чĕререн савса, юратса хĕр патне çÿретĕн. Вăхăт иртсен вăл: «Каçар та, эпĕ урăххине килĕштеретĕп. Санпа вара вăхăт ирттерме çеç калаçрăм», – тесессĕн, паллах, чун ыратать.

Эдик, 26 çулта: Чир. Урамра тĕл пулнă хÿхĕм хĕре пĕрре курсах килĕштерме пулать. Кун хыççăн вăл асран тухмĕ. Кăмăла каякан пике çинчен шутла-шутла чире кайма та пулать.

Алена, 20 çулта: Юрату вăл – асамлăх, телей. Кашниех çĕр çине телей, çăл куç пек тапса тăракан таса юрату курма çуралнă. Эпĕ çирĕм çулта, çапах пĕр каччăпа та çÿресе курман. Турă çырни хапха умне килет теççĕ халăхра, тен, çитес вăхăтра Турă çырнине тупăп.

Алексей, 25 çулта: Юрату... çук. Çамрăк мăшăр “Эпир пĕр-пĕрне чĕререн юрататпăр” тенине ĕненес килмест. Юратни мар ку, пĕр-пĕрне хăнăхни çеç.

Оксана, 23 çулта: Асамлă туйăм. Вăл пурăнма вăй-хал парать, йывăр ĕçре пулăшать.

Николай, 18 çулта: хальхи хĕрсене каччăн юратăвĕ мар, пуянлăх илĕртет.

Эльвира, 22 çулта: Мĕн юратăвĕ пултăр; Хĕрсем хулăн кĕсьеллисене кăна килĕштереççĕ. Мана укçаллă, машинăллă каччăсем çеç илĕртеççĕ. “Çĕнĕ” чăвашпа паллашма тÿр килчĕ пулсан пур-пĕрех манăн пулать, хам майлă çавăратăпах.

Алиса, 22 çулта: Пĕр-пĕрне хăнăхнине, пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп туслăха юрату тесе шутлатăп. Эпĕ юрататăп. Ун пирки шутламан кун та иртмест пулĕ. Вăл яланах куç умĕнче. Унпа çÿреме пуçласан юрату сăввисем шăрçалама пуçларăм. Кашни хайлаврах – унăн сăнарĕ. Юрату вăл – ... калама сăмах та çитмест.

“Юрату – пурнăç илемĕ”, – илтме пулать час-часах. Тен, чăнах та çапла. Юратакан çыншăн пур япала та çĕнĕлле, урăхла курăнать. Тĕнче аслă та çав тери илемлĕ туйăнать. Пурăнас, ĕçлес килет. Çак асамлă туйăма сыхласа хăварма тăрăшасчĕ, пĕр-пĕрне амантас марччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться