Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Капăр тумлă хĕрсемпе каччăсем. Ĕнер кăна шухă та шухăшсăрччĕ вĕсем. Паян вара йăваран вĕçсе тухма хатĕрленсе тăнă кăйкăрсем пек хăюллă, яваплăхлă курăнаççĕ. Çапла, юлашки шăнкăравпа пĕрле вĕсем ачалăха аса-илÿсен авăрне хăварса пĕлÿ тĕнчинче çул кăтартса пынă вĕрентекенсемпе, чунпа çывăхланнă юлташĕсемпе сывпуллашаççĕ. Чун-чĕрере тунсăхлă та хĕпĕртевлĕ. Хăй ăшшине йышăннă шкултан, пĕр çемьери пек пулнă туссенчен, вĕрентсе çын тăвассишĕн чунне панă учительсенчен уйрăлса кайма питех те йывăр...

Кăçал Туçари вĕрентÿ центрĕнчи 11-мĕш класран 32 ача вĕренсе тухать. Вĕсемшĕн çак кун юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕсене саламласа вĕрентÿ центрĕн директорĕ П.Шашкин, унăн çумĕ П.Мулюков, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ С.Мулюкова, физкультура учителĕсем В.Козловпа О.Перепелкина, вунпĕрмĕшсен класс ертÿçисем А.Заплаткинăпа Р.Ямалетдинова, пĕрремĕш учительници В.Мулюкова ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем тухса калаçрĕç. Чи кĕçĕннисем те выпускниксене малашлăхра ăнăçу сунчĕç. Район тата республика олимпиадисемпе конкурссенче çĕнтернисене, шкул пурнăçне активлă хутшăннисене, район, республика шайлĕ спорт ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрнисене Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысларĕç.

Чи хумхануллă самант... Пĕрремĕш класри Диана Овчинниковăпа вунпĕрмĕшĕнчи Дмитрий Каргин юлашки шăнкăрав параççĕ. Куç умĕнче ÿссе çунатланнă ачасене пуласлăх çулĕпе хастаррăн утса кайма чĕнсе кĕмĕл шăнкăрав янăравлă сассипе инçете ăсатать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться