Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВĕРЕНТЕКЕНСЕМ СПОРТПА ТУСЛĂ

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕн районти спартакиади 29-мĕш хут иртрĕ. Унăн программинче – шашка, шахмат тата волейбол. Ку спорт енĕсем кашнине çывăх пирки командăсен шучĕ 25-е яхăн, спортсменсен хисепĕ 275 çын пулчĕ.

Тĕл пулу хыççăн тĕл пулу, вăйă хыççăн вăйă... Ветерансем те, çамрăксем те парăнасшăн мар. Анчах турнир чи вăйлă спортсменсене мар, чи вăйлă командăсене палăртаканни. Çапла вара тĕп шкулсен хушшинче 1-мĕш вырăна Кзыл Чишма шкулĕн команди, 2-мĕшне – шкул-интернатăн, 3-мĕшне Именкасси шкулĕн командисем йышăнчĕç.

Волейболистсен финалти вăййисем çивĕч те тыткăна илмелле иртрĕç. Учительсен коллективĕсенче район шайĕнче выляма пултаракансем йышлă пулни савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те.

Арçын-волейболистсем хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулпа Нăрваш Шăхаль шкулĕн командисем çивĕч тупăшрĕç. Нăрваш Шăхальсем темле тăрăшрĕç пулсан та Патăрьелсене парăнчĕç. Патăрьелсен командинчи В.Гранатскин, В.Падисовпа М.Алимовăн çĕнтерÿри тÿпи пысăк тесех палăртрĕç куракансем.

Спартакиада итогĕсемпе 1-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, 2-мĕшне – Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕ, 3-мĕшне – Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсем йышăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться