Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Треньелсем ял уявĕнче савăннă

Майăн 25-мĕшĕнче Треньелĕнче йăлана кĕнĕ ял уявĕ иртнĕ. Ака-суха хыççăнхи савăнăçа пайламалли кун пурне те хаваслăх кÿнĕ. Уява пухăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ В.Рубцов, ялти шкул директорĕ Т.Тямина, ытти чĕннĕ хăнасем саламланă, ĕçре те, юрă-ташăра та, спортра та маттур та сатур ĕçченсене ятран асăннă, пурне те ырлăх-сывлăх суннă.

Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкĕсем тăсăлнă май уявра нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăннă, ылтăн туйне те паллă тунă тĕслĕхлĕ çемьесене саламланă.

Ĕç уявĕ спортри ăмăртусăр иртмен. Тĕрлĕ конкурссене тата тупăшусене çивĕч кĕрешÿре ирттерме спортсменсем хушшинче хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ, çак ял чиперĕ И.Юманова та уявра пулни тата ытларах витĕм кÿнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться