Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Субсиди уйăрĕç

Кăçалтан пуçласа республикăра, вăл шутра пирĕн районта та сухаламан-акман çĕрсене çаврăнăша кĕртме тытăннă. Çакна пурнăçлама каякан хушма тăкаксене саплаштарма ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе районсем валли 15 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрĕç.

Ăна çапла пайласа тухнă: Улатăр районне – 1856, Элĕксене – 734, Патăрьелсене – 239, Вăрнарсене – 1018, Йĕпреçсене – 752, Канашсене – 856, Куславккасене – 562, Комсомольскисене – 78, Красноармейскисене – 388, Хĕрлĕ Чутайсене – 758, Сĕнтĕрвăррисене – 758, Муркашсене – 425, Пăрачкавсене – 2213, Вăрмарсене – 915, Çĕрпÿсене – 459, Шупашкар районне – 344, Шăмăршăсене – 183, Çĕмĕрлесене – 666, Етĕрнесене – 773, Елчĕксене – 290, Тăвайсене 653 пин тенкĕ. Унпа вырăнта мĕнле усă курнине Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслесе тăрĕ. Ку енĕпе тивĕçлĕ шайра ĕçлемен районсен субсиди тÿпине ыттисене пайласа парĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться