Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Православи календарĕн июнь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

1 – Чăн тĕне тĕрĕс тытса тăнă аслă княç Димитрий Донской (1389 ç.в.).

2 – Хăватсем тăвакан Мускав митрополичĕн Алексий святителĕн таса ÿтне чиркĕве хуни (1431 ç).

3 – Турă Амăшĕн “Владимирская” ятлă турăшне асăнса кĕлтумалли кун. Апостолсемпе пĕр тан Константинпа Елена. Чăн тĕне тытса тăнă Муром княçĕ Константин (Ярослав) тата ун ачисем Михаилпа Федор. Чĕмпĕрте ухмахăн курăнса çÿренĕ таса пурăнăçлă Андрей. Карели çĕрĕнчи святойсене асăнмалли кун.

4 – Мăнкун вĕçĕ.

5 – Христос Туррăмăр çÿле çĕкленни (Вознесение). Полоцк çĕрĕнчи таса пурăнăçлă Ефросиния.

7 – Христоса шыва кĕртнĕ Иоанн пророкăн пуçне 3-мĕш хут тупни.

8 – Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш Собора хутшăннă святойсене асăнмалли кун.

11 – Чăн тĕншĕн хĕсĕрленине тÿснĕ Симферополь архиепископĕ, хирурги профессорĕ Лука святитель (1961 ç.в.). Турă Амăшĕн “Çылăхлисене хĕрхенекен” ятлă сăнне асăнса кĕлтумалли кун.

14 – Вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли шăматкун.

15 – Таса Троица кунĕ.

16 – Святой Сывлăш аннă кун.

20 – Иваново çĕрĕнчи святойсене асăнмалли кун.

22 – Мĕн пур святойсене асăнса кĕлтумалли кун. Турă Амăшĕн “Хаяр чĕреллисене çемçетекен” тата “Никам аркатайми хÿме” ятлă турăшĕсене асăнса кĕлтумалли кун.

23 – Рязань епископĕ Василий тата Тобольск митрополичĕ Иоанн святительсем. Рязань тата Çĕпĕр çĕрĕсенчи святойсене асăнмалли кун. Питрав типпи пуçланать.

24 – Варфоломей тата Варнава апостолсем. Турă Амăшĕн “Достойно есть” ятлă турăшне кĕлтумалли кун.

27 – Таса пурăнăçлă Варлаам Хутынский.

28 – Хăватсем тăвакан Мускав митрополичĕ Иона святитель.

29 – Вырăс тата Афон çĕрĕсенче мухтава тухнă пур святойсене асăнмалли



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться