Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Маттур ачасем ÿсеççĕ

Патăрьелĕнчи тĕп ача садĕнчи хыçалти участокри çÿлĕ ÿссе кайнă йывăçсене кастарса мини-сад тума шутланине пурнăçа кĕртсе пыраççĕ кунта ĕçлекенсем. Ача садне аслăрах ушкăна çÿрекенсем те пулăшаççĕ аслисене. Вĕсем сухан, чечек, укроп, кишĕр лартнине сăнаса тăчĕç. Çимĕçсене пăхса çитĕнтерекенсем вара хăйсемех пулĕç.

Кашни кун интереслĕ иртет садикра. Ача йышлă. Выляса кулма та, пĕр-пĕр мероприяти ирттерме те çителĕклех. Чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене пĕрне те палăртмасăр хăвармаççĕ. Конкурссене ытти садика çÿрекенсене те чĕнеççĕ. Канăва йĕркелеме пĕлни витĕм кÿретех. Ачасем “Зов джунглей”, “Ищем клад”, ытти вăйăсене хастар хутшăнаççĕ. Ушкăнсем хушшинче тупăшакан спартакиадăран айккине пăрăнса юлакан çук.

– Ĕç ăсталăхне кăтартас енĕпе ытти садиксенче вăй хуракансемпе уçă уроксем ирттересси йăлара пирĕн, – каласа парать Н.Туктанова заведующи. – Çул-йĕр правилисене аса илессипе вăйă эрни ирттертĕмĕр. Уйăхра пĕр хутчен сывлăх кунĕ пулать...

Калаçма, хăй тĕллĕн кашăк тытса çиме пĕлмен ачасенчен çын тăвасси пачах та çăмăл мар.

Пуçласа садика çÿрекенсем именчĕклĕрех темелле. Иккĕмĕш е виççĕмĕшсем хăюллăрах. Вĕсем ушкăна та час хăнăхаççĕ.

Ачасен сывлăхне çирĕплетесси тĕп вырăнта садикра. Тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ташлама юратакансем те пур. Хăйсен пултарулăхне çитĕнекен ăру Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун кăтартма хатĕрленет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 мая 2008
00:00
Поделиться